Ҫак проекта тин кӑна официаллӑ майпа хута янӑ. Унта ытти чӗлхисем хушшинче чӑваш чӗлхи те пур. Малтан чӑваш версине ҫакӑнта пуҫарса янӑ: https://voice.mozilla.org/cv/record . Раҫҫей чӗлхисенчен хальлӗхе виҫӗ чӗлхи кӑна пур: вырӑс, тутар тата чӑваш.
Халӗ чӗлхесене уйӑрса илекен хатӗрсемпе пур ҫерте те усӑ кураҫҫӗ, анчах ытларах кӗсье телефонсем ҫинче. Ҫак программӑсем эпир вӗсене мӗн каланине «ӑнланма» пулӑшаҫҫӗ. Программа авторӗн тӗп тӗллевӗ - ҫавнашакал уҫӑ программӑна чӑвашла та тӑвасси. Анчах та ҫакӑн валли темиҫе пин ҫын сасси кирлӗ. Вӑл тӗрлӗрен пулмалла: арҫынсенпе хӗрарӑмӗсен, ваттисен, вӑтам ӳсӗмри ҫынсен, ҫамрӑксен тата ачасен. Ҫав шутра таса литература чӗлхипе тата вырӑнти акцентпа калаҫакансен, сывӑ ҫынсемпе шӑнса пӑсӑлнисен, шӑллӑ та шӑлсӑр ҫынсен сассисем те пулмалла. Ҫавӑнпа Mozilla тӗрлӗ сӑмах майлашӑвӗсене регистрацилеме ятарлӑ платформа уҫать. Халӗ вара хастар нимеҫӗсем (волонтерсем) питӗ кирлӗ!
Пулӑшма хатӗр пулсан сайтра регистрациленмелле (пӗр е ытларах чӗлхе валли те юрать) унтан вара инструкци ярса парасса кӗтмелле пулать. Кӑшт тӑрсан вара сасӑламалли сӑмахпа сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене те ярса парӗҫ.
Чӑваш чӗлхин версийӗ Франсиз М.Тайерз, Экономикӑн Аслӑ Шкулӗн компьютерлӑ лингвистикин вӗрентекенӗ хистенипе пулса кайнӑ. Аса илтеретпӗр, 2012-мӗш ҫулта Чӑваш Патшалӑх Университетӗнче Раҫҫей чӗлхисем валли автоматлӑ куҫаруҫӑсем йӗркелеме вӗрентекен эрнелӗх семинар иртнӗччӗ. Шӑпах ҫав семинар хыҫҫӑн Франсиз ҫӳлерех асӑннӑ проекта пуҫарса ярать. Кӑҫал ака уйӑхӗнче вӑл чӑвашла сасӑ синтезаторӗн прототипне презентацилерӗ. Халӗ вӑл чӑвашла-тутарла автоматлӑ куҫаруҫӑна хатӗрлеме пулӑшать. Ҫак проект пирки ытларах пӗлес тетӗр пулсан "Хавал" уйлӑха пыма пултаратӑр (утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа 15-мӗшччен "Сурские Зори" кану базинче пулӗ) https://vk.com/cv_haval9 .
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев