Пăхăр-ха автан çине,
Питĕ те илемлĕ вăл,
Хÿхĕм, маттур та хитре.
Пăхрĕ ман çине хăюллă.
Мăй çыххийĕ вут-кăварлăн
Тĕрлĕ тĕспе ялкăшать.
Авăк хÿри авăнчăклăн
Пит илемлĕн курăнать.
Çурăм çинчи капăр тумĕ –
Пулать уншăн вăл сăхман.
Картлă-картлă киккирикĕ
Патша коронипе тан.
Такан атăллă гвардеец,
Тейĕн ăна инçетрен.
Чанкăрт-чанкăрт качипелен
Утса çÿрет вăл хуллен.
Çапăçма хатĕр ялан,
Тимлĕ пул эс унпалан.
Ахалех ан тапалан,
Çывăха пырсан куран:
Мăй çыххине тăратса
Кармашса чармакланать.
Харсăр сăрне кăтартса
Хăратса чунна лăскать.
Кĕрнеклĕ хÿри вĕçне
Çĕр çийĕпе сĕтĕрет.
Хуп турттарса пынă пек
Пур вăйран мекĕрленет.
Ăна хирĕç тăриччен
Шутласа пăх пуç тавра.
Мăшкăл юпи пуличчен
Намăс юлтăр аякра.
Комендант вăл, хĕтĕхçĕ,
Хĕтĕртет пуçтахсене.
Чăхсен вити пуçлăхĕ
Хÿтĕлет чăххисене.
Ирхи шуçăмпа пĕрле
Вăратать вăл çынсене.
Хăйĕн уçă сассипе
Янраттарать тĕнчене.
Çунат çапса авăтать,
Хăйĕнпе хăй мухтанать:
«Ку-ка-ре-ку! Ку-ка-ре-ку!
Килти кайăк - эпĕ ку!»
Автан сассине илтсе,
Чăх пырса тăрать çумне.
Ырлать автанăн тумне
Пит килĕшÿллĕ тесе.
Чăхă ыйтать автанран:
"Мĕншĕн эсĕ ир тăран,
Пит илемлĕ авăтан!
Пур ачана вăратан?"
"Автан ахаль авăтмасть,
Ак мĕн тесе авăтать:
Ирпе ирех тăтăн-и?
Физзарядка турăн-и?
Питне-куçна çунă хыççăн
Тутлă пăтă çирĕн-и?
Чăхсене эс, хаклă тусăм,
Тырă сапса патăн-и?"
Автан вăл - чи çывăх тус,
Туса ним те çитес çук.
Тусу çук - тупма тăрăш,
Тупсан - упрама тăрăш.
Кекен ялĕ, Мелания Никифорова.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев