Таван челхе - чаваш
Чӑваш чĕлхи - тӑван чĕлхе
Эй, челхем, анне панӑ чĕлхем,
Янӑра эс çут тĕнчере!
Ыттине çер чĕлхе хуть пĕлем,
Эсĕ ман пĕрре çеç – пĕрре
(Николай Сандров).
Тӑван чĕлхе. Мĕн-ши вӑл тӑван чĕлхе? Ман шутпа, тӑван чĕлхе вӑл атте-анне, асаттепе асанне чĕлхи, эпĕ çуралнӑ çуралманах калаçа пуçланӑ чӑваш чĕлхи. Тӑван чĕлхепе калаçса эпир хамӑр шухӑш-туйӑма палӑртатпӑр, чуна уçатпӑр, кӑмӑла çĕклетпĕр. Атте-анне чĕлхи мӑн асаттесемпе асаннесен пурнӑçĕ – шӑпи çинчен аса илтерсех тӑрать, хамӑр пуласлӑх пирки шухӑшлаттарать.
Сӑмахран илес пулсан, тӑван чĕлхене юратман çын ашшĕ-амӑшне тӑван халӑхне те, çĕрне-шывне те юратма пултараймасть. Эп шутланӑ тӑрӑх тӑван чĕлхе – тӑван халӑхӑн иксĕлми ӑс-тӑн çӑл-куçĕ. Çак çӑл-куçран эпир мĕн ачаран тумламӑн-тумламӑн пĕлӳ илсе ӳсетпĕр. Аннен кӑкӑр сĕчĕпе пĕрле унӑн ачаш та лӑпкӑ сассипе, вӑл сӑпка юрри шӑрантарнине илтетпĕр.
Чӑвашсене çутта кӑлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев: «Тӑван чĕлхесĕр чӑн-чӑн пĕлӳ çук,» - тенĕ. Хӑйĕн çур ĕмĕрне чӑвашсене çутта кӑларас ĕçре тимленĕ патриархӑмӑр питĕ тĕрĕс каланӑ тесе шутлатӑп. Вӑл, пирĕншĕн, чӑвашсемшĕн, çанӑ тавӑрса ĕçленĕ. Чӑвашла та чаплӑ поэмӑсем, романсем, сӑвӑсем янӑрасса пĕлсех, шансах тӑнӑ вӑл.
Чӑнах та, нумай çул иртрĕ пулин те тӑван чĕлхене пĕтме парас марччĕ. Чылай паллӑ ӑсчахсем, писательсемпе поэтсем чĕлхемĕр çинчен мӑнаçланса калани тĕл пулать. Тĕслĕхрен, А.Артемьев каланиех илер.
«Эй, тӑван чĕлхемĕр, эсĕ чӑваш юманĕ пек ватӑ та патвар, хӑвӑн хӑватна çухатмасӑр ĕмĕртен-ĕмĕре,çултан-çул тĕрекленсе ӳсетĕн, юман вутти пекех хĕрӳллĕ те вӑйлӑ çунатӑн, чĕре кӳтсе çитсен ӑшӑтатӑн, кирлĕ чухне çунтаратӑн, тӑваншӑн эсĕ тĕттĕмри çул маякĕ, тӑшманшӑн эсĕ – вилĕм тытамакĕ»,- тет. Çапла курать ĕнтĕ писатель паха та ытарлӑ чӑваш чĕлхин вӑйне, пуянлӑхне.
Шутлатӑп, шутлатӑп та ачана мĕн пĕчĕкрен чӑвашла калаçма вĕрентмелле. Акӑ эпĕ эпĕ 7-мĕш класа çитрĕм. Анчах та вырӑсла та, чӑвашла та тĕрĕс те яка калаçатӑп, çырма та аван пĕлетĕп. Ют чĕхесене те вĕренме тӑрӑшатӑп. Аттепе анне килте чӑваш чĕлхине сума суни, хисеплени курӑнсах тӑрать. Ытти çемьесенче "мама","папа" тесе чĕнеççĕ пулсан, пире аттепе анне тесе чĕнме вĕрентнĕ. Мĕнле илемлĕ, янӑравлӑ янӑрать çак икĕ сӑмах.
Çапла вара, çут тĕнчере пин-пин чĕлхе. Вĕсем хутӑшаççĕ, тупӑшаçççĕ, çывӑхланаççĕ. Пĕр-пĕрне парнесем те параççĕ, парнисем вара – сӑмахсем.
Ман чӑвашах пулас килет. Тӑван чĕлхене хисеплени хамӑртанах килет. Манӑн чĕлхем малалла та янӑрасса шанас килет. Эпĕ ӑна ĕненетĕп. Вӑл çĕр çинчен ан çухалтӑр.
Тӑван чĕлхемĕр, ĕмĕр сывӑ пул!
Эпир çĕрте çĕрсен те – эсĕ юл
Анне чĕлхи, эс тӑванран тӑван,
Санран çывӑххи кам пур-ши ман.
Ĕçе пурнӑçлаканĕ: Кириллова Карина 7 класс
Вĕрентекенĕ: Маслова Светлана Михайловна
Нет комментариев