калав
- Анне çăпата кантри çитерчĕ, - терĕ пĕрре Лисук, урама выляма тухсан, сăмсине нăш-нăш шăлса. Тĕрĕссипе, Суйкка пĕрре мар илтнĕ Лисукран ку сăмахсене: "Çăпата кантри те, çăпата кантри... çăпата кантри çитерчĕ те, çăпата кантри çитерчĕ...".
— Урăх килĕнче çимелли те çуккă пулас.
- Тутлă-и? – ыйтрĕ кÿршĕри тантăшĕнчен Суйкка. – Эп çисе курман…
- Пĕр-пĕр сăтăр ту та, сана та аннÿ çитерет...
Суйккан çăпата пур, амăшĕ ăна урине тăхăнма тетте пек чипер пушмаксем пушăтран явса панă. «Çăпата кантри» çимелли япала пулнине пĕлмен вăл.
- Ахаль çисен мĕн пулать, уйрăмах сăтăр тумалла-им? – тĕлĕнчĕ хĕр ача.
- Ахаль никам та çитермест, - хуравларĕ Лисук. – Паян шыва кĕме каятпăр. Эсĕ пирĕнпе пыратăн-и?
- Пыратăп. Эпĕ ишме пĕлместĕп.
- Эпĕ те пĕлместĕп. Хĕрринче кăна чăмкалăпăр, - тет Лисук. - Туççа та пыратăп терĕ.
Ялти шăпăрлан пĕр-пĕрне паллакан пулса çитет, Хыçалкассри урамра пурăнать-и вăл, е çырма леш енче. Туççа патне выляма кайкаланă Суйкка. Вăл сăнĕпе те хитре, кăмăлĕпе те аван хĕр ача. Иккĕшĕ чиперех килĕштерсе пуканелле выляма пуçлаççĕ. Пукани вĕсен – шап-шурă вăрăм тымарлă курăк. Малтан курăка хăйăр лачакинчен çуса тасатан, çÿçне кирлĕ таран тикĕслесе илетĕн, пÿрнесемпе тураса якататăн. Çивĕтлес кăмăл пулсан, ан ÿркен кăна. Симĕс кĕпине кирлĕ таран хăваратăн, ыттине чĕпĕтсе пăрахатăн. Селĕм çĕтĕк татăкĕ тупăнсан саппун пек çыхтарма пулать. Шăкăл-шăкăл вăййа Туççасен кÿршинче пурăнакан Клавти çитсе пăсать. Тÿрех чăркăшма, Туççана Суйккана хирĕç тăратма хăтланать. Хĕр ачасен «килне» çĕмĕрет, пуканесен çÿçне тăпăлтарать. Аллине патак тытса хăваласа яма хатĕр! Кашнинчех çапла пуçтахланчĕ…
Ял çумĕнчи пăру ферми çывăхĕнчи Ферма пĕви, ача-пăча виçевĕпе – сарлакан сарăлса выртать. Шывĕ таса, тăрă, тĕпĕнчи сарă хăйăр хĕвел çутипе йăлтравлăн выляса витĕр курăнать. Ирĕн-каçăн ачă-пăча сасси янăрать. Каç енне, шăв-шав, хĕвĕшÿ лăплансан çеç шыв шаписем:
- Ай-яй, аран çухалчĕç! – тесе юрласа кĕл тăваççĕ пулĕ.
Варринерех тарăн вырăнсем пур, - мăн çынна та пуç тÿпи таран, - теççĕ. Ишме пĕлменреххисем хĕрринче шампăлтатса савăнаççĕ. Акă, Тутар кÿрши ачисем те шыва кĕме Ферма пĕви патне кашăлтатса çитрĕç.
- Ан кай Плотина хĕррине, - хăтăрнăччĕ амăшĕ Суйккана.
Ачу-пăчуна сыхласа çитерейместĕн! Ăçта вĕсен хÿри? Кăнтăрла вăхăчĕ ĕç çыннишĕн апат пĕçерсех иртсе каять, е апатланса. Е ача шыраса çÿремелле-и, - хăш пĕве хĕрринче тесе, апат хыпкалас та ĕçелле чупас вырăнне?
- Ферма пĕви патне ан кай! –
темен, - шухăшларĕ Суйкка ачасемпе пĕрле утнă май. Амăшĕ, ăна, – пиччĕшĕн арăмĕ Лисук патне хăварнăччĕ, кукамăшĕ те çав килтех пурăнать. Пиччĕшĕ вăрçăран таврăнман. Суйкка пĕве шухăшĕпе Лисук инкĕшне те систермерĕ, Георги куккăшĕнчен те вăрттăн тухса тарчĕ. Лешĕ, пĕлсен, самаях хăтăрать! Куç хÿрипе сăнакаласах тăратчĕ-ха. Халь, тем, шухăшпа, чĕлхине çавăрса хурсах, урамра тракторпа аппаланса юлчĕ. «Восток» колхоз правленийĕ, ăна, Шăхасанти шкул механизацире тракториста вĕренсе пĕтернĕскерне, вун тăваттăри ачана шеп-шеп трактор шанса пачĕ…
Пĕве хĕрринче вĕсене Туççа кĕтсе тăрать. Туççа ишме пĕлет, çиччасра Суйккана шыва сĕтĕрсе кĕрсе кайрĕ.
- Хĕррипе утса çаврăнса çÿреме пулать. Айта. Çаврăнар, - терĕ аллинчен çавăтса.
Çыран тепĕр хĕррине Клавти çитсе тăчĕ.
- Туççа! Аннÿ чĕнет! – кăшкăрчĕ «атаман», суйма именмерĕ. Унăн хăйĕн Туççапа пĕрле выляс килет. «Пĕрре, шыва путарас-и?» - тесе шутланăччĕ Клавти, Суйкка еннелле сиввĕн пăхса.
– Анне чĕнет-и? Пыратăп!
Туççа хăвăрт ишсе кайрĕ, урисемпе пулă пек çатăлтатса-тапса шыва шампăртаттарса хăварчĕ. Шывăн кĕмĕл ункисем Суйккана питрен çапса хăварчĕç. Шыв чÿхенĕвĕн хумханăвĕ хĕр ачана парăнтарчĕ, шыв пирĕштийĕ евĕр шалалла та шалалла кăчăк туртса кĕртрĕ. Каялла çаврăнса тухма пилĕк-ултă çулхи ачан хал çитмерĕ. Акă, тĕпĕнче сарă хăйăр курăнать… рак хуранĕн хупписем… епле илемлĕ… ах.. хх...
Тапăлтатса, каялла, çÿлелле – мăйĕ таран шыв çийне тухрĕ. Инçех те мар, çывăхра та мар хăй çине, Манÿç Лизи, хăйпе тантăш хĕр ача, халлĕхе, çак самантра, ăнланаймасăр пăхса тăнине курса юлчĕ…
Тепре – «Суйккан пÿрнисем кăна шыв çийĕн курăнчĕç», - тет, ку – Лисук каласа панă тăрăх. Хĕр ача тÿрех Суйккан амăшне чĕнме йĕтем çине чупнă. Туççа та, Клавти чĕннĕ еннелле ишме тытăннăскер, Суйкка шывра çухалнине курса — каялла çаврăннă…
- Акă, ăçта вăл çăпата кантри…, - пуçран вĕçерĕнмен шухăш пирки пĕтĕмлетÿ турĕ пĕчĕк хĕр ача Ферма пĕвин шывне асаплăн çăтнă май...
Куçне хупрĕ…
Лиза, телее, ишме пĕлекенскер, ăна çыран хĕрне сĕтĕрсе тухрĕ. Туççапа иккĕшĕ, хăйсем те пĕчĕкскерсем, çухалса каймарĕç, пулăшу пама пĕлчĕç.
Амăшĕ çитнĕ çĕре хĕр пĕрчи тăна кĕнĕччĕ. Ун умĕнче – Туççа, ăна аллинчен тытса йĕрсе ларать. Çичĕ-сакăр мăшăр куç сăнаса тинкереççĕ.
- Эс, каскăн, çăпата кантри çимен-им?! – терĕ амăшĕ тÿрех.
- Çимен, - терĕ Суйкка. – Ăна пылпа пуçса çиеççĕ-и? Лисука амăшĕ çитернĕ.
- Ав, кĕлете кĕрсенех пăта çинче çакăнса тăрать. Тутар йăлилле, маларах тутантармаллаччĕ…
- А-а…, - тинех ăнланчĕ ача.
Йĕри-тавра пуçтарăннă халăх чунтан савăнса ахăлтатрĕ.
Хыпар-хăна тени вăл çиçĕмле хăвăртлăхпа яла сарăлать…
Лисук инке, хăй, ывăлне Кĕверкине (Георги тесе калаймасть) çăпата кантри йăтса, çаптарас тесе,, "йĕмми витĕр йĕр курăниччен", трактор тавра темиçе çаврăнчĕ:
- Каларăм, куçран ан вĕçерт! - тесе.- Кур-ха...
Виççĕн тан транспорт тавра чупрĕç, айăпа кĕртекенни те пĕрле…
Алина Ахверина ( Сирикли яле)
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев