Предыдущая публикация
Тав сана, Раççей салтакĕ!
Чыс сана, сăвап!
Улăп евĕр хăватушăн, -
Пысăк сан явап.
Тав сана, Раççей салтакĕ!
Эсĕ халь – карап.
Тинĕс евĕр мехелÿшĕн, -
Хавшак мар. Курап…
Тав сана, Раççей салтакĕ!
Пĕттĕр пур «çÿп-çап».
Пурăнасчĕ пăтрашусăр, -
Кирлĕ мар асап!
- Тав сана, Раççей салтакĕ! -
Кăмăлтан калап. -
Çĕршыва хÿтĕленишĕн
Тав тăвап, салтак!..
Лида Филиппова
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев