Пулас вӗренекесене тата нумай ачаллă семьесене чысларӗç
Аксура «Пошла жара. В центре – семья» культура йӗркипе каç иртрӗ. Ăна "Лето в Татарстане" проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Савӑнӑҫлӑ каç пӗрремӗш класа каякан ачасене тата нумай ачаллӑ ҫемьесене чысланичен тытăнчӗ. Пӗрремӗш класс ачисене "Шкула пуҫтарӑнма пулӑш" акципе килӗшӳллӗн ранецсем пачӗç. Район ертӳçипе Ринат Садыков ҫамрӑксен ӗҫӗсен министрӗ ачасене саламларӗç. Ача ҫуралнӑшӑн пӗр хутчен паракан сертификатсене парас церемони иртрӗ. Илекенсем хушшинче Андрейпа Марина Бикмуллинсем, Николайпа Алена Ярмушкинсем, Евгенийпе Галина Васильевсем, Леонидпа Гульшат Сергеевсем, Евгения Галимова, Юлия Чернова пулчӗç.
Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Нет комментариев