Аксу районӗнче Сăпас : пӗрлӗх тата культура эткерлӗхӗн уявӗ иртрӗ
Кукăркӳлӗнче йӑлана кӗнӗ "Сăпас уявӗ"иртрӗ.
Вуннӑмӗш, юбилей Сăпаса ялсем кăна мар, таврари ялсенчен, Элметпе Нурлат районӗсенчен тата Раççейăн нумай-нумай хулинчен халăх килсе тулчӗ. Пурте уяв сывлăшӗпе киленчӗҫ, ял халăхӗпе пӗрле савӑнчӗҫ, кулчӗç, ташларӗҫ.
Сăпаса халалланă мероприятие ҫамрӑксен "Движение Первых"юхӑмӗ те хутшӑнчӗ.
Культура ҫурчӗ умӗнчи лаптӑка вырăна вырăс халăх йӗркипе илемлетнӗ. Уява хутшăннă кашни çын хăйне кăсăккине тупрӗ. Нумайăшне «Секреты древней Славутницы» ăсталăх класӗ илӗртрӗ.
Унта тӗрлӗ Пукане хăтлама вӗрентрӗç. Анат Паланлăри культура çурчӗн ӗçченӗсем йывӑҫран йăлара усă куракан япаласем касса кăларма вӗрентрӗç. – Ку чӑнта наци уявӗ, – палӑртрӗҫ район ертӳçисем. –Вӑл пире чун хавалӗ парнелет. Мӑн асаттесен культурине асра тытни, ӑна упрани пысăк пӗлтерӗшлӗ. Район ертӳçисем ятарлă çар операцине хутшăннисен ҫемйисене тав туса, сывлӑх, тӑнӑҫ тӳпе сунчӗҫ, çамрăксене района аталантарас тӗллевпе тăван енре юлма чӗнсе каларӗç. Куракансем ӑшшӑн алӑ ҫупнă май кăçал пӗрремӗш класа пыракан Артем Киреева ранец парнелерӗç. Çак саманта ача ӗмӗрлӗхе астуса юлӗ. Уяв халăхне Культура пайӗн пуҫлӑхӗ Наталия Куштукова панулми сăпасӗпе чунран саламларӗ. Кукăркӳл ялӗн çамрăк хастарӗсене Ангелина Юрковӑпа Диана Медведевӑна вăл Тав ҫырӑвӗсем пачӗ. Ку ялта мӑн асаттесен йӑла-йӗркисене уйрăмах хисеплеҫҫӗ, чиркӳ тата календарь уявӗсене уявлаҫҫӗ, вӗсене палăртма ҫамрӑк ӑрӑва вӗрентеççӗ. Çак ӗҫре ялти культура вучахӗн ӗҫченӗсен тӳпи те пысăк. Клуб директорӗ Галина Андреева, Наталья Ивандеева режиссер Татьяна Кононова библиотекарь халӑх йӑли-йӗркине упрама пулӑшакан мероприятисене ял халăхне питӗ хастар явăçтараççӗ. Аслисемпе пӗрле халăх уявӗсене ачасем те кӑсӑкланса хутшӑнаҫҫӗ.
Сцена ҫинчен Мюдри культура ҫурчӗннчи "Ивушка"юрă ушкăнӗ, Кивӗ Мӑкшел ял клубӗн "Рябинушка" тата Кукăркӳлӗн "Родные напевы" ушкăнсем шӑрантаракан вырӑс юррисем янӑрарӗç. Кукăркӳл клубӗн "Капелька" тата "Актив" ташă коллективӗсем те халăх ташшисемпе савӑнтарчӗҫ.
Сăпас уявӗсем вăхăчӗнче кукăркӳлӗнче Панулми кукӑлӗн фестивалӗ иртет. Сӗтел ҫиттисемпе тата вырăс халăх тӗррисемпе вӑрӑм сӗтел ҫине кил хуҫи хӗрарӑмӗсем хӑйсен кулинари шедеврӗсене – панулмирен кукӑльсем кӑларса лартрӗҫ. Хӑнасем вӗсене тутанса хакласа, кил хуҫи хӗрарӑмӗшӗн сасӑлама пултарчӗç. Уявра пылпа панулми икерчипе те сӑйларӗҫ.
Ку ялта кашнин тенӗ пек улма сачӗ пур. Юлашки темиҫе ҫулта ҫӗре яхӑн тӗрлӗ сортлӑ йывӑҫ лартнӑ. Вӗсем Ҫӗнтерӳ паркӗнче ӳсеҫҫӗ, хӑнасем вӗсен ҫимӗҫӗпе те киленме пултарчӗç.
Ку тӑрӑх пылпа та чапа тухнӑ. Утар ăстисем Панулми уявне хӑйсен продукцине илсе пынă. Кӑмӑл пуррисем пылпа хăналанчӗç, паха ҫимӗҫе туянма та пултарчӗç.
Ял ҫыннисемпе хӑнасене Кукăркӳл кӗлӗ ҫурчӗн пачăшки Антоний Рыбочкин иерей ырӑ сунса, ялпа район ырлӑхӗшӗн мӗн пур ӗҫ Турӑ пулӑшнипе пурнӑҫланинне палӑртрӗ. Ял ҫыннисене уяв ячӗпе Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Елисеев саламларӗ. Уяв халăхӗ "Яблочный спас" пуҫаруҫисене – Культура ветеранне Николай Кондрашова тата ДШИ директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Наталья Егоровӑна ӑшшӑн алӑ ҫупса саламларӗ. Вӗсем вунӑ ҫул каяллах Кукӑркӳл ялӗн палли пулса тăракан уява йăлана кӗртме пуçарупа тухнă. Хӑнасене юрӑ-кӗвӗ савӑнтарнӑ вӑхӑтра кăмăл пуррисем сӗтел çинчи панулми кукӑлӗсене тутаннă хыççăн чи техемлӗ кукăл пӗçерекенсен ячӗсене пӗлтерчӗç. Кухня ӑстисем сцена ҫине тухса тăчӗç. Вӗсенчен кашнине ятарлă Сертификатсемпе асӑнмалӑх парнесем пачӗҫ. Наталия Куштукова призерсен ячӗсене пӗлтернӗ вăхăтра куракансем тӑвӑллӑн алă çупрӗç. Чи лайӑх кукӑль конкурсӗнче пӗрремӗш вырӑна Лидия Кондрашова йышӑнчӗ, иккӗмӗшне – Наталья Самойлова, виҫҫӗмӗшне – Ольга Артамонова. Уяв халăхӗ Сăпасран ырă, хаваслă кăмăл-туйăмпа саланчӗ.
Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Нет комментариев