Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ Управленийӗн пуҫлӑхӗ Борис Соломонов ертсе пырнипе районти фермерсемпе усламçăсен делегацийӗ Ҫӗпрел тата Пӑва районӗсенчи ял хуҫалӑх кооперативӗсене ҫитсе курнă.
Ҫӗпрел районӗнче пирӗн фермерсем ял хуҫалӑх кооперативӗн сад ӗрчетес ӗҫ-хӗлӗпе кӑсӑкланса паллашнă. Вӗсем улмуҫҫи, хурлӑхан тӗмӗсем тата ытти ҫырла культурисем çиӳсекен садсенче пулса курнă. Сад ӗрчетес ӗçри кӑткӑслӑхсем, ҫавӑн пекех патшалӑх пулӑшӑвӗн программисене хутшӑнса, ҫавнашкал хуҫалӑхсем йӗркелеме майсем пурри ҫинчен пӗлнӗ.
Делегаци аш – какай ял хуҫалӑх кооперативне –ҫӗнӗ ял хуҫалӑх кооперативӗсене аталантармалли программа шайӗнче тунӑ выльӑх пусмалли пункта ҫитсе курнӑ.
Пӑва районӗнчи Бек Утеево ялӗнчи улма-çырла сачӗ пирӗн делегацие уйрăмах тӗлӗнтернӗ. Вӗсене йывӑҫа тумлампа шăвармалли тутлӑхлӑ япаласемпе тивӗҫтернӗ шӗвек пункчӗн ӗçӗпе паллаштарнă.
Садра ир пиçекен панулми сорчӗсене пухса кӗртнӗ ӗнтӗ. Хуçалăхра сад çимӗçне упракан ятарлă кӗлет те пур.
Пирӗн аш-какайпа выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен усламçăсем районта выльăха пусса типрпейлемелли пункт тумалли çинчен калаçнă.
Çулçӳрев фермерсемпе усламçăсем хӑйсен хуҫалӑхӗсене малалла аталантармалли утӑмсем палӑртнипе вӗçленнӗ
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев