Акатуй лапамӗнче çамрăксен "С" дивизионри малти вырăншăн ТР финал турнирӗ иртрӗ.
Аксура республикӑри районсенчи чи вӑйлӑ командӑсем пуҫтарӑнчӗҫ, икӗ кун хушши иртнӗ ӑмӑрту футбол вăййине кăмăллакансене питӗ савăнтарчӗ
Александр Лодоркин тренер ертсе пыракан "Аксу" Команда ҫӗнтерӳшӗн тивӗҫлӗ кӗрешрӗ. Турнирӑн пӗрремӗш кунӗнче аксусем шанчӑклӑн ҫӗнтерчӗҫ : 6: 0 шутпа – Ҫӗпрел футболистчӗсене,
4: 0-шутпа –Кукморти тантӑшсене.
Иккӗмӗш кун уйрӑмах хӗрӳ иртрӗ. Пирӗн футболистсем Пуян Сабы командипе Пӑва командисене ҫеҫ парӑнтарса ӑсталӑха, ҫӗнтерме тăрăшрӗç. Çапла пирӗн "Аксу" команда призлӑ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ.
Наградӑсен церемонийӗ ӑшӑ та савӑнӑҫлӑ атмосферӑра иртрӗ. Футболистсене Район Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫин ҫумӗ Алексей Тимирясов саламларӗ, вӗсене лайӑх вылянӑшӑн тав турӗ, спортра тата вӗренӳре малашне те ӑнӑҫу сунчӗ.
–Спортпа туслӑ пулӑр, турнирсенче тата вӗренӳре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума ӑнтӑлӑр! –терӗ ертӳçӗ.
Çӗнтерӳпе команăна ҫамрӑксен ӗҫӗсен тата спорт пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Башатова тата Районти Спорт шкулӗн директорӗ Радик Канафин ӑшшӑн саламларӗҫ.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев