Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин Тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнин Ҫулӗнче ял масарӗнчи паттӑр ентешӗн тӑпри каннӑ
Питул Бикмурзин Новгород облаҫӗнчи Старая Русса ҫывӑхӗнчи Пикеево ял тӑрӑхне ирӗке кӑларнӑ чухне хаяр çапăçура пуç хунă.
Кивӗ Русса Ҫурҫӗр-Анӑҫ фрончӗн паттӑрлӑхӗн палли пулса юлнă.
Хулара 1942-1943 ҫулсенче фашистсем хуçаланнă. Ӑна ирӗке кӑларас тӗллевпе Хӗрлӗ Çар темиҫе наступлени тунă.
1943 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Старая Русса черетлӗ операцииртнӗ, ăна "Полярная звезда"операци шайӗнче йӗркеленӗ. Наступление 1943 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗччен пурнӑҫланӑ. Операци тӗллевӗ нимӗҫсен "Север" ушкӑнне аркатса хулана тасатасси пулнӑ.
Старая Руссашăн ҫапӑҫусенче 32 пин салтак вилнӗ. 71 пин ҫурӑ салтакпа офицерйывӑр аманнӑ. Пикмеево ялӗ патӗнчи хаяр ҫапӑҫура Ҫӗнӗ Тимушкел ялӗнче çуралса ӳснӗ Бикмурзин Питул Ильич та вилнӗ.
Анчах пирӗн ентеш, сӑпайлӑ ӗҫчен-ял ҫынни, тӑван ҫӗршывӑн паттӑр хӳтӗлевҫиюнне ахаль тăкман. Çак çапăçура "Север" ушкӑнне тӗппипех пӗтереймен пулин те, нимӗҫсем Мускав еннелле малалла тапӑнас хӑрушлӑх пӗтнӗ. "Полярная звезда" операци пирӗн ҫарсене Псков еннелле татӑклӑ наступлени тума та май туса панă.
Салтак арӑмӗ Ильдеби Егровна вара, упӑшки вилни ҫинчен пӗлтерни йӑнӑш пулнине, вӑл таврӑнасса шанса нумай ҫул пурӑннӑ...
Фридрих Энгельс ячӗллӗ колхозра вӑй хунӑ, тӑватӑ ачана пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ : Евдокийӑна, Юлийӑна, Николайпа Михаила. Вăл 79 ҫул тултарсан 1984 ҫулхи ҫуркунне вилнӗ.
Евгенийпе Алексей мăнукӗсем пулăшнипе вӗсен упӑшкипе чунӗсем нумаях пулмасть пӗрлешнине пӗлсен мӗн тери телейлӗ пулӗччӗ вӑл. Евгений Ленинград облаҫӗнчи Селяха ялӗ ҫывӑхӗнчи тӑванла вил тӑпри ҫинчи ҫӗре илсе килсе кукамăшӗпе юнашар пытарнă.
Тӗнчере нимӗн те ӑнсӑртран мар. Анастасия Чернышова ертсе пыракан "Ориент" шырав клубӗн членӗсем, (вӗсен хушшинче геройӑн мӑнукӗ, ОБЗиР преподавателӗ Евгений Башкиров та пулнӑ) Новгород облаҫӗнче шырав вӑхӑтӗнче Бикмурзин Питул Ильич ячӗллӗ медальон тупнӑ.
Мӑн кукашшӗн вил тӑпри ҫине мӑнукӗн ачи Марс Галеев ӑсталанӑ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑрлӑ палӑк лартса хӑварнӑ.
– Эпӗ Марс Гарафутдиновича, Ҫавӑн пекех Сергей Богушпа Владимир Зозулӑна мӑн асаттен вилтӑпри ҫине палӑк лартма пулӑшнӑшӑн виҫесӗр тав тӑватӑп,– тет Евгений Анатольевич. – Новгород ҫӗрӗ ҫинче, мӑн асатте хӑйӗн юлашки ҫапӑҫӑвне кӗнӗ çӗрте.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев