Паян районта тырçи пуҫланнӑранпа пӗрчӗллӗ культурӑсене ҫапса тӗшӗленӗ ҫӗрте пысӑк кӑтартусем тунă комбайнерсене наградăсем пачӗç. Уя районти культура Ҫурчӗн артисчӗсем те, Кивӗ Мӑкшел тата Сӗнчелӗнчи ял культура вучахӗсен илемлӗ пултарулӑх ушкăнӗсем те пырса ҫитрӗç. Ҫав вӑхӑтра тыр-пул ӑстисен кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ пулчӗ. Вырмара çӗрӗçченӗсем кашни минута хаклаҫҫӗ, анчах паянхи кăнтăр апачӗ ытларах тӑсӑлчӗ–вырмана пурнăçлакансен кӑмӑлне ҫӗклесси те пӗлтерӗшлӗ ӗҫ.
Хӗрӳ ӗççи экватор урлӑ каҫса кайнă. – Тав сӑмахӗ йышӑнсамӑр! Кӑҫал эпир лайӑх тухӑҫ куратпӑр, – ӗҫченӗсене чӗнсе каларӗ Борис Соломонов. – Кӗрхи культурӑсен ытларах пайне пухса кӗртнӗ ӗнтӗ,çурхи культурӑсем юлнă. Ӗҫ калӑпӑшӗ сирӗн чӑнах та пысӑк, анчах эсир шанса панӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлатӑр. Тавтапуҫ сире тӑрӑшнӑшӑн. Чи кирли –вырмана кӗске вӑхӑтра вӗҫлемелле, ҫанталӑк кăна тырпул пухса кӗртме май патăр, ан кансӗрлетӗр. Борис Соломонов пысӑк кӑтартусем тунӑшӑн район ертӳçин сертификачӗсене "Аксу Агро" АФ ООО комбайнерӗсене Айгиз Закировпа Ильнур Тямаева пачӗ. Тырӑ пуссинче юрӑсем шӑранчӗҫ, вӗсене механизаторсем хавхаланса итлерӗҫ. Ҫав кунах агрофирмӑн тепӗр участокӗнче – Хурашыв ялӗ ҫывӑхӗнче-вырмари чи тухӑҫлӑ ӗçченсене чысларӗç.Тырçинче вырма сезонӗ пуҫланнӑранпа чи пысăк кăтартусем тунă Андрей Абросимовпа Джаудат Сафиуллин комбайнерсене сертификатсем пачӗç
Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Нет комментариев