"Лето в Татарстане" проект шайӗнче иртнӗ черетлӗ каҫ аксусемпе район хӑнисене чи ӑшӑ туйӑм парнелерӗ.
" Пошла жара " кану каçӗн программи пуян та тӗрлӗ енлӗ пулчӗ. Ăна Валентина Гурьянова ертсе пыракан "Настроение" хореографи коллективӗ уҫрӗ.
Хутшӑнакансене район Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Алексей Тимирясов саламларӗ:
- Ҫемье ӗмӗрне –обществӑн шанчӑклӑ тӗрекӗ пулнă. Ҫемьере ҫыннӑн чи паха енӗсем тата тӑван ҫӗршыва юратни йӗркеленеççӗ. Республика Раисне тав сӑмахӗ калас килет: Аксура нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене хӑтлӑлататпăр, пӗлтерӗшлӗ программӑсем пурнӑҫланаҫҫӗ, культура хастар аталанать.
"Пирӗн картиш" республика программине пурнӑҫа кӗртме хастар хутшӑннӑшӑн Алексей Тимирясов Елена Некрасовӑна, Елизавета Яшмурзинӑна, Геннадий Золина, Валентина Петровӑна, Рауфа Гатауллинӑпа Зинаида Борисовӑна Тав ҫырӑвӗсем парса чысларӗ.
Пухӑннисене районти Финанспа бюджет палатин председателӗ Ольга Сетрова ӑшӑ сӑмахсем каларӗ.
– Пирӗн коллективра пысӑк ăста, тарăн пӗлӳллӗ специалист тата нумай ачаллӑ амăшӗ ӗҫленипе мӑнаҫланатпӑр, – терӗ вӑл.
Тӑвӑллӑн алӑ ҫупнă май сцена ҫине Рузия Ринатовна Канафина , унӑн мӑшӑрӗ Радик Касымович тата вӗсен виҫӗ ачи хӑпарчӗҫ. Организаци ертӳҫи ҫак ҫемье пирки чи ырӑ сунусем каларӗ. Канафинсене район Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫин Тав ҫырӑвне, парнесемпе чечек ҫыххи пачӗҫ.Чыслакансене пулӑшма финанспа бюджет палатин пӗтӗм коллективӗ сцена ҫине тухрӗ.
Ҫавӑн пекех пӗр-пӗрне юратса хисепленине тӗпе хуракан килӗшӳллӗ мӑшӑрлӑ хутшӑнусен тӗслӗхӗшӗн 50 ҫул ытла пӗрле пурӑннӑ Газинурпа Руфия Гиззятуллинсен, Зоя Михайловнӑпа Петр Васильевич Мельниковсен ҫемйисем Тав ҫырӑвӗсем илчӗҫ.
Алексей Тимирясов районти мӗнпур спортсмена – тренерсене, Спорт шкулӗн преподавателӗсене тата спорт ветеранӗсене-физкультурник Кунӗ ячӗпе саламларӗ. Пӗтӗм раҫҫейри ҫамрӑксен "Движение Первых" организацийӗн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫипе Татьяна Убейкинӑпа вăл Пӗтӗм раҫҫейри "Зарница 2025" ҫарпа патриотизм вӑййине хутшӑнакансене Тутарстан республикин ертӳҫин пулӑшаканӗнчен Тимур Сулеймановран Тав ҫырӑвӗсем пачӗ. Наградăна тивӗçнисен йышӗнче Алексей Никитин, Юрий Макаров, Евгений Башкиров, Николай Львов, Александр Лизунов, Анатолий Охотников, Михаил Федоров, Юрий Николаев, Фархат Гайнуллин, Юрий Мишин, Лилия Саматова тата Вячеслав Воркунов пулчӗç.
Ҫак каҫ ҫутӑ концерт программипе те асра юлӗ.
Уява хутшăннисене районти культура Ҫурчӗн артисчӗсем, Кивӗ Тимушкелти "Рябинушка" СДК вокал коллективӗ, "Аксубай егетлере" ансамблӗн ҫамрӑк музыканчӗсем тата районти чи лайӑх юрăçсем савӑнтарчӗҫ.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев