Ял пурнăçӗ хаçат тата ытти чăвашла кăларăмсене тахçантанпа вулакансем Петр Гаврилов-Меречен поэта астăваççех ӗнтӗ. Пултаруллă сăвăçăн хайлавӗсене яланах тӗл пулнă вулакансем. Агустăн 9-мӗшӗнче, Петр Михайлович çуралнăранпа 100 çул çитнӗ. Вăл Аксу районӗнчи Меречен ялӗнче 1925 çулта çуралнă. Ачалăхӗ те, çамрăклăхӗ те çăмăл пулман. Ашшӗ, Михаил Константинович, çамрăклах вилнӗ. Амăшӗ, Дарья Даниловна, тăватă ачине пӗчченех ӳстерсе ура çине тăратнă. Петр, çемьери аслă ывăл, 10 çулта чухнех амăшӗпе пӗрле колхоза ӗçлеме çӳренӗ. Ӗçӗ йывăр пулсан та чăтнă – ун чухнехи яшсем чӗтӗмлă пулнă. Петр шкулта аван вӗреннӗ, пӗлӳ пане туртăннă. 1941 çулта Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансан 16 çулти Петра ял Канашӗн секретарьне суйланă. Ку – пултаруллăхне кура. Çав вăхăтрах вăл клуб заведующийӗнче те тăрăшнă, колхозри комсомол организацине ертсе пынă. 17 çул тултарсан Житомир çар училищине вӗренме кӗнӗ. Вӗренсе пӗтерсен сывлăш десанчӗн йышӗнче вăрçа хутшăннă. Фронтра икӗ хутчен аманнă. Çӗнтерӳ умӗн госпитальтен вăрçă инваличӗ пулса тăван ялне таврăннă. Вăрçăра хăюлăх кăтартнăшăн ăна икӗ орденпа тата икӗ теçеткене яхăн медальпе наградăланă.
Вăрçăран килне таврăнсан каллех вунă çула яхăн ял Канашӗн секретарӗнче, Культура çурчӗн ертӳçинче тăрăшнă. Çемье çавăрса мăшăрӗпе Феодосия Афанасьевнăпа пилӗк ача çуратса ӳстернӗ. Чистайри педучилищӗрен, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухса алла диплом илсен хӗрӗх çул шкулта ачасене вӗрентнӗ. Çамрăкранах сăвăсем çырма пуçланăскерӗн 20-е яхăн кӗнеки кун çути курнă. Петр Гаврилов-Мереченӗн хайлавӗсем Шупашкарта, Хусанта, Самарăра, Ульяновскра, Нурлатра, Аксура чăвашла тухса тăракан хаçат-журналсенче тăтăш пичетленнӗ. Унăн чылай сăввине композиторсем юрра хывнă. Поэт Аксу районӗнче пурăннă чух пирӗн редакцине час сасах килсе çӳретчӗ. Хаçат ӗçчнӗсене хăйӗн сӗввисемпе паллаштаратчӗ. Автор поэмисене вуласа панă чух редакци сотрудникӗсем киленсех итлетчӗç. Хăйлавӗсем енӗпе эпир ыйтусем параттăмăр – вăл хуравлтчӗ хăйӗн шухӗшӗсемпе паллаштаратчӗ. Аслăрах хаçат ӗçченӗсемпе пачах та питӗ туслăччӗ – вӗсемпе тахçаччен калаçса ларатчӗ. Çак тӗлпулусем пире поэзин анлăхне сăмахăн вăйне кăтартса паратчӗç. Петр Михайлович Гаврилова тăван ялӗнче Мереченре, Аксупа Анат Кама районӗсенче пурăнакансем ырăпа аса илеççӗ, сума суса асра тытаççӗ. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗ мӗн пурнăçран уйрăличчен – 70 çул ытла – сăвăсем çырнă. Петр Михайлович çав тери сăпайлă, ӗçчен, ырă кăмăллă çын пулнине каласа параççӗ ăна лайăх пӗлнексем. Петр Гаврилова лайăх пӗлнӗ çынсене сăмах парас килет.
Вера Александрова – «Сувар» Репспубликăра чăваш хаçачӗн тӗп редакторӗн çумӗ: –Петр Михайловичăн сăввисене мӗн ачаран Аксу районӗн «Ял пурнăçӗ» хаçатӗнче вуласа ӳснӗ. Шкулта вӗреннӗ чух хам та сăвăсем çырма пуçлани çине районти талантлă сăвăçăсен – Петр Гаврилов-Мереченпе Григорий Тяманов-Акташăн шыв пек юхакан сăввисене тăтăш вулани те витӗм кӳнӗ пулӗ. Тăван чӗлхене çав тери юратса, хисеплесе, унпа пӗлсе усă курса мӗн чухлӗ хайлав çырман-ши вӗсем? Шучӗ те çук... Каярах хăйсемпе те паллашрăм. Петр Михайлович ырă кăмăллă та тӗлӗнмелле çынччӗ. Чăн-чăн поэт. Анатолий Калмыков – спорт ветеранӗ:
–Эпир Петр Михайлорвичпа хурăнташлă. Ăна питӗ лайăх пӗлетӗп. Яланах пултарулăхӗпе киленеттӗм. Вăл, пурнăç опытне пухнă питӗ ăслă çынччӗ. Унпа тӗл пулсан хама пăшăрхантаракан ыйтусем параттăмччӗ, унăн хуравӗсем вара тарăн шухăшлăччӗ. Эпӗ çак çынна тулли кăмăла аса илетӗп.
Владимир Егоров – Савгачево шкулӗнчи музыка учителӗ, юрăçă композитор –Петр Гавриловпа эпир час часах тӗл пулса калаçман пулсан та, пӗр пӗрне лайăх пӗлнӗ – творчество неникӗсӗ çинче. Унăн темиçе сăвви çине эпӗ кӗвӗ хыврăм, янравлă та уçă пулнипе суйласа илтӗм вӗсене. Сăмахран, «Аксу» «Саврăшпуç», «Саврăшпуç пики», «Пыл пек тутлă юрату». Саврăшпуç çинчен юррине диск çине те кăларнă, ăна Чăваш енри паллă юрăçă Ирина Сафандеева юрлать. Саврăшпуç пики юрра когнцертсенче Эдуард Ильинпа юрлаттăмăр, куракансем интересленсех итлетчӗç.
Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Нет комментариев