Вырма вӑхӑтӗнче тырă кӗртесси ял хуҫалӑх производствинче чи пӗлтерӗшлӗ ӗç пулса тӑрать. Ăна вырса çапнинчен тухăç калăпăшӗ килет. «Чистополье» Холдингăн «Аксу Агро» предприятинче кӑҫал усă курма панă тырӑ типӗтмелли комплекс пысăк хăватпа ӗçлет. Пырса тăракан тырра вӑхӑтра тирпейлес тесе коллектив чи пысӑк вăйпа тăрăшать. Ӗҫе икӗ сменӑпа йӗркеленӗ, тухӑҫа каҫ пуличчен йышӑнаҫҫӗ. Ятарлă анлӑ площадкӑна йывӑр тиевлӗ автомобильсем пӗрин хыҫҫӑн тепри пырса тăраççӗ, типӗтекен агрегатсем кӗрлени илтӗнет. Бетонланӑ платформа ҫинче – ҫӗнӗ тухăç куписем. Типӗтекен комплекса пырса тăракан пӗрчӗллисене ма лтанхи х у т тасатса, агрофирмăн ытти уйрӑмӗсене ăсатаççӗ. Комплекс складне вӑрлӑх тырра çеç хураҫҫӗ. Ӗҫ кал-кал пырать: пушатнӑ тырра Геннадий Матюшкинпа Рамис Хуснутдинов погрузчиксемпе тӗртеҫҫӗ, хӗрарӑмсем, вӗсен хушшинче комплексӑн яланхи ӗҫченӗсем Елена Матвеевапа Светлана Соломонова, кӗреҫесемпе майласа тăраççӗ. Вӗсене типӗтекен агрегатсен операторӗсем Константин Маланчевпа Евгений Воронов пулӑшаҫҫӗ. Ку участокра Николай Петров, Асхат Нуриев, Геннадий Михайлов тата Леонид Волков вӑй хураҫҫӗ. – Кунне 820 тонна ытла тырӑ килсе кӗрет,– тет Рафис Калимуллин техник-лаборант. – Тухăç кӑҫал аван, юлашки кунсенче тыр-пул сахал нӳрӗкпе килет. Л а б о р а т о р и р е Е л е н а Ижутова лаборантпа Аксу техникумӗн студенткисем Диана Демидовӑпа Алсу Камалиева ӗҫлеҫҫӗ. Хӗрсем кирлӗ анализсем тума пулӑшаҫҫӗ.
Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Комментарии 1