Район Канашӗнче черетлӗ планеркӑра Ӗҫ тӑвакан комитет ертӳҫи Алмаз Мингулов Саврăшпуç ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Валерий Николаева Тав ҫырӑвӗ пачӗ.
Ҫак награда нумаях пулмасть 60 ҫулхи юбилей паллӑ тунӑ муниципалитет пӗрлӗхӗн ертӳҫин çитӗнӗвӗсене çирӗплетнӗ. Валерий Зиновьевич ял тăрăхне 23 ҫул – 2000 ҫултанпа ертсе пырать. Вăл – пилӗк йăхрав депутачӗ. Районта ăна яваплӑ та пуҫаруллӑ ертӳҫӗ пек пӗлеҫҫӗ. Ял пуҫлӑхӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне тивӗçтерессипе çыхăннă. С а в р ă ш п у ç ӗ н ч е патшалӑх программисене пурнăçланă шайра çӗнӗ культура çурчӗпе фельдшер пункчӗ, ял тӑрӑхӗн çӗнӗ администраци ҫуртне усă курма панă. Кунсăр пуçне трактор, юр тасатмалли хатӗр, шыв ттурттармалли прицеп туяннӑ. Ялта самообложени программипе уççăн усă кураççӗ. Вăл пулăшнипе пӗчӗк ялсенче те пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫсем пурнӑҫланӑ. Саврăшпуç ял тӑрӑхӗ ҫӗнӗ ҫул уявне хатӗрленес енӗпе иртнӗ республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи тата призерӗ пӗрре мар пулса тăнă. Ҫакă Валерий Зиновьевичăн ертӳçӗ пултарулăхне кӑна мар, халăхпа пӗрле тӗрлӗ мероприятисем йӗркелес тӗлӗшпе те пултарулӑхне палӑртать.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 5