патне икӗ пулăшу конвойӗ ăсатнă
Волонтерсем-сӑпайлӑ халӑх, хăйсене кăтартма тăрăшмаççӗ. Ҫавӑнпа пӗрремӗш конвой çинчен ытла пӗлтерсех те каймарӗç.
35-мӗш конвоя Ленар Мингалиевпа Раиса Хусаинов илсе çитернӗ. Вӗсем боецсем патне фермер квадроцикл хăварнă. Конвоя Иван Калугин, Раис Хусаинов, Дамир Мардеев тата Нафис Гильмутдинов ăсатнă. Вӗсемпе пӗрле "Хусейн"позывнойлă пирӗн ентеш те отпускран кайрӗ.
Конвой ятарлă çар операци зонине район ҫыннисенчен ятлă посылкӑсем, тăшманран пытаракан тетел, раци, квадроцикл-фермер, район пуçлăхӗнчен автомобиль, канистрӑсем, строительство михӗсем, "Телейлӗ салтак" посылкӑсем, дронран сылакан антидрон плащсем, тӑрӑшуллӑ ҫӗвӗҫ-волонтерсем ҫӗленӗ футболкӑсем, аялти кӗпе-йӗм, нӳрлӗ салфеткӑсемпе газ баллонӗсем тата ытти нумай-нумай боецсем ыйтнă япала çитернӗ. Пулăшу тиевӗн пӗтӗмӗшле калăпăшӗ икӗ миллион тенке яхӑн пулнӑ.
Боецсен малти линире шыв туянма ҫитме май çук; Вӗсемшӗн кашни тумлам шыв та, пӗр тӗпренчӗк апат та уйрӑм хака ларать. Çавăнпа шыв та ăсатрӗç.
Ятарлă çар операцийӗ пурне те пӗрлештерчӗ: фронт леш енчи ентешсемпе пирӗн çыхăну кашни конвойпа ҫирӗпленет.
Пулăшу конвойӗпе Раççейшăн кӗрешекен ентешсем патне боецсен ашшӗсем, пиччӗшӗсем те ҫӳреме пуҫларӗҫ. Ун пек ҫемьесем пирӗн районта сахал мар: Искандаровсем (ашшӗ ҫапӑҫакан ывӑлне пулӑшать, фронт валли техника юсать, хăй те ҫӳрет), Хусаиновсем (пиччӗшӗ, Раис, "Хусейн" тесе чӗнекен шӑллӗне пулӑшас тесе темиҫе хутчен те конвойпа ятарлă операци вырăнӗнче пулнă.), Кузнецовсем (Игорь конвой водителӗ, виҫӗ хутчен фронта ҫӳренӗ, районтан пулӑшу пухма пур енчен те пулӑшать, унӑн ашшӗ-неонацистсемпе ҫапӑҫать), Калугинсем (халӗ пӗтӗм районӗпе паллӑ ҫын, 72 Ҫулти Иван пиччен икӗ ывӑлӗ çапăçать. Аслăраххи, "Калуга" позывнойли, Элметрен кайнӑ, тепри"Альмет", — Аксуран. Ваня пичче Аксу волонтерӗсемпе паллашса, боецсем валли техника юсама пулӑшма тытӑнчӗ. »Каярахпа пулăшу конвойӗсен водителӗ пулса тӑчӗ, вăл вуннӑран та иртрӗ ӗнтӗ. Юлашки пулăшупа ентеш боецсем валли хӑйӗн "Лифанне" илсе кайрӗ. Боецсем ӑна ҫавӑнтах багги ҫар вариантне çавăрнă).
Пулăшу конвойӗн водителӗсене нумай укҫа тӳлеҫҫӗ тесе шутлакан та пур.Тӗрӗссипе вара атьсем гуманитари çула хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр тухса каяççӗ.
Ҫапла, ашшӗ ывӑлӗсене, ывӑлӗ ашшӗне, пиччӗшӗ шӑллӗне пулӑшса пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пек ҫынсем пур чухне пирӗн пӗрлехи ҫӗнтерӳ, паллах, пулатех.
Волонтерсен сӑн-пичӗсене пăхсан, ывăннине куратăн. Паллах, ку ҫулҫӳревсем ҫӑмӑлах мар. Анчах ентеш-боецсен тав сăмахӗ мӗне тăрать! Вӗсем район халăхне укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗшӗн, пытаракан тетелсемшӗн , антидрон плащсем, кӗпе-йӗм, техемлӗ булкӑсемпе кукӑльсемшӗн,шӳрпе валли салмашăн тав тăваççӗ.
Аксу районӗнчен пулӑшу ҫитнӗ подразделенисен командирӗсем те тав сӑмахӗ калаҫҫӗ. "Тавах пирӗн боецсене пулӑшнӑшӑн, чӑнывӑлсем ҫитӗнтернӗшӗн! Вӗсем ҫӗршывра та чи лайӑххисем , тӑван ҫӗршывӑн чӑн — чӑн ывӑлӗсем, - теççӗ командирсем.
Ҫак тав сӑмахӗсем тылра, Аксу районӗнче çӗнтерӳ туптакансене пурне те пырса тивеççӗ.
Комментарии 2