Район хирӗсенче хӗрӳ кунсем пуҫланчӗҫ–ҫанталӑк тӗлӗшпе кӑна мар, ӗҫ хӗрӳлӗхӗпе те.
Кӗске вăхăтра çӗрӗçченӗсем 27 886,5 гектар тӗш тырӑ пухса кӗртмелле. Районти УСХиП пӗлтернӗ тӑрӑх июлӗн 31-мӗшӗ тӗлне 4 750 гектар ҫапнӑ. Ҫав шутра кӗрхи тулӑ – палӑртнӑ 18083 гектартан 3600 ытла, урпа – 1000 ытла гектар. Тырă пӗтӗмпе 25860 тоннӑпа танлашать, ҫав шутра кӗрхи тулӑ – 20060 тонна, урпа – 5800 тонна. «Волга-Селект» хуçалăхра тырçи пысӑк хӑвӑртлӑхпа пырать. Пӗрчӗллӗ культурӑсем к унта 4400 ытла гектар йышӑнаҫҫӗ. Пӗрремӗш эрнерех 1400 гектар ҫапнӑ, ку планӑн 32 проценчӗпе танлашать. Урпана вырас ӗҫ те хастар пырать. Ҫак культурӑн 1000 ытла гектарне ҫапнӑ ӗнтӗ, пурӗ 7600 тонна ытла тырӑ ҫапса илнӗ. Тухӑҫ гектартан 53 центнертан та иртет. – Ӗ ҫ к а л - к а л п ы р а т ь , ç ӗ р ӗ ç ч е н ӗ с е м х а с т а р л ӑ х к ă т а р т а ç ç ӗ , - п а л ӑ р т р ӗ хуҫалӑхӑн тӗп агрономӗ Фандас Гафиятуллин. -– Коллектив тӑрӑшӑвӗ вырмане ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме тӗллев лартнӑ.
Тырра тăватă комбайн звенине çапать ВЗвеносенче опытлӑ ҫӗр ӗҫченӗсем вăй хураççӗ. Пӗрремӗш звенора Ришат Гатин, Ленар Нуртдинов, Аркадий Кириллов тата Радик Гамируллин ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ; иккӗмӗшӗнче – Анатолий Исаев, Анатолий Ефремов, Василий Марков тата Александр Старшов тракторист; виҫҫӗмӗшӗнче – Николай Харитонов, Ильназ Исламов, Николай Гусаров тата Виктор Матюшкин тракторист; тӑваттӑмӗшӗнче – Валентин Захаров, Владимир Петров, Ришат Залалетдинов тата Юрий Матросов тракторист.Тӗрлӗ маркăллă комбайнсемпе ӗçлесе вӗсем пысӑк кӑтартусем тӑваҫҫӗ.
Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Нет комментариев