Машинӑпа сӑвакан операторсен Мензеле районӗнче иртнӗ республикӑри 52-мӗш конкурсӗнче Ольга Чебуханова çитӗнӳ тунă.
Ӑмӑртӑва районти конкурссен ҫӗнтерӳҫисем – 43 доярка, пӗр дояр тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен консультантсем хутшӑннӑ.
Пирӗн районтан республика ăмăртăвне "Молко-Аксу" тулли мар яваплă хуçалăх доярки Ольга Чебуханова хутшăннă.
Конкурсра ăна районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн производство пайӗн специалисчӗ Усман Нигматуллин пулӑшса тӑнă.
Икӗ кун тӑсӑлнӑ конкурсра машинӑпа сӑвакан операторсем кулленхи ӗҫри ӑсталӑх теорийӗпе практикине çирӗплетнӗ. Ăмăртăва хутшӑнакансем хальхи вӑхӑтри ӗне сумалли хатӗрсемпе усӑ курас ӑсталӑха кӑна мар, зоотехникӑпа ветеринарири пӗлӗвне те кӑтартса панă. Сӗт пахалӑхӗпе санитари нормисем çине конкурсра ытларах тимлӗх уйӑрнӑ. Ӑмӑртусен условийӗсем чӑн-чӑн производствăра иртнӗ. Пӗрремӗш кун хутшӑнакансем теори экзаменне тытнӑ. Унтан вӗсем практикăри ӑсталӑха кӑтартса панă: комисси сăнанă май ӗне сунă тата сăвакан аппарата салатса пуҫтарнă.
– Аппарата палăртнă вăхăтра салатса пуҫтарасси уйрӑмах йывӑр пулчӗ, –тет Ольга. – Çакна ятарлă комииси пайташӗсем сăнаса тăчӗç -çке. Йӑнӑшасран хӑрарӑм, алӑсем те кӑштах чӗтрерӗҫ. Анчахмӗн хушнине вăхăтра пурнăçлайрăм. Ольга конкурса чи лайӑх хутшӑнакансен йышне кӗнӗ. Анчах та хӑйӗн кăтартăвне награда иличчен те пӗлмен. Комисси ертӳçи унӑн ятне пӗлтерсен, тӗлӗнсех кайнă. ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗ Марат Зяббаров Ольга Чебухановӑна Хисеп хучӗ, чечек ҫыххи тата алă сехечӗ парса чысланă. Кунсăр пуçне Ольгăна ятарлă Сертификат та панă – Малтанах эпӗ конкурса хутшăнасси пирки иккӗлентӗм, – терӗ Ольга. – Анчах манӑн ӗҫтешсем: Ангелина Чадейкина, Алена Пикалова тата Галина Ильмурзина хутшӑнма сӗнчӗҫ. Кайран вара манпа пӗрле савăнчӗç. – Çапла мйпа Ольга ялуçалăх ертӳçин шанăçне тӳрре кăларчӗ, – тет Усман Нигматуллин. Республика конкурсӗнче ҫитӗнӳ туни ӑнсӑртран мар. Ку-нумай ҫул хушши опытпа тӑрӑшса ӗҫленин кӑтартӑвӗ. Ольга Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре вăл вунă çул ытла вăй хурать. Илешнинче пурӑнаканскер, ӗçе вӑл кашни кун ирхине тӑваттăра вахта машинипе тухса каять. Выльӑх пӑхаканӑн ӗҫӗ ҫӑмӑл мар, анчах вăл шăп ҫакӑн пек ăстаçăсем тăрăшнипе аталанать.
Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Комментарии 1