Юбилейпе ӑна тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем ҫеҫ мар, район ертӳҫи Алмаз Мингулов та саламларӗ. Ҫӗнӗ Аксу ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Макаров ветерана Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗнчен Владимир Путинран саламлу тата чечек çыххи пачӗ.
– Тавтапуҫ Сире Аксу районӗн ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн, – тав турӗ Алмаз Минвазыхович.
А л е к с а н д р а П а в л о в н а ӗмӗрне Кивӗ Илтрекъелӗнче ирттернӗ. Унăн çамрăк çулӗсем вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсене тӳр килнӗ. Вӑл вӑрҫа хутшӑннӑ Николай Петровича качча тухнӑ. Мӑшӑрӗпе иккӗшӗ те колхозра ӗҫленӗ: хăй чӗкӗнтӗр ҫитӗнтернӗ, упăшки - ветеринарта. Кил хуçи вилнӗ хыççăн тӗревсӗр пулсан та Александра Павловна вӑй пур чухне хăйӗн килӗнчех пурăнма юлнă.
–Анне сакӑрвунӑ ҫула ҫитиччен пулăшу никамран та ыйтман, улмуҫҫи садне те хăех пăхнă,çӗрулми лартса çитӗнтернӗ, – каласа парать ветеранăн хӗрӗ Евдокия.–Кил картишне те аннемӗр яланах йӗркере тытса тӑнӑ. Урине хуҫсан вара эпир ӑна хамӑр пата илтӗмӗр, урӑх пымастпăр, терӗмӗр. Анчах унӑн характерӗ питӗ вӑйлӑ, вӑл хӑйне хӑй ҫӗклерӗ. Александра Павловнана паян тӑватӑ мӑнукпа ултă мăнук ачи хавхалантараççӗ.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев