Районти культура Ҫуртӗнче культура ӗҫченӗн Кунне халалланӑ чаплӑ уяв иртрӗ.
З а л р а к ул ьт у р а тата ял клубӗсен, музейсен, библиотекӑсен ӗҫченӗсем, х а л ӑ х п у л т а р у л ӑ х коллективӗсен ертӳҫисем, и л е м л ӗ п у л т а р у л ӑ х коллективӗсем, культура тытăмӗн ветеранӗсем ларчӗç.
С а в ӑ н ӑ ҫ п а, хăсен ырă кăмăлӗпе,пултарулӑхӗпе хавхалантаракан специалистсем пирӗн пурнӑҫа ҫутӑ туйӑмсемпе тултараҫҫӗ. Вӗсем ташлаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, мероприятисемпе концертсем йӗркелеҫҫӗ, театр постановкисем лартаççӗ, ачасене те, ҫитӗннисене те вулама, тăван çӗршывăмăра юратма, унăн историйӗпе кӑсӑкланма вӗрентеҫҫӗ.
К ул ьт у р а ӗ ç ч е н ӗ се н е р а й о н ă н Ӗ ҫ Т ӑ в а к а н комитечӗн ертӳҫи Алмаз Мингулов сӑмах хушрӗ.
– Э с и р районти Раççейри х а л ӑ хсен й ӑ л и -йӗркисене, наци колоритне, культурине, чун-хавалне чи паха пурлӑх пек упрас тата ҫӗнетес енӗпе пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пурнӑҫлатӑр,– терӗ вӑл. – Сирӗн учрежденисенче малашне те пурнӑҫ вӗресе тӑтӑр тесе сунас килет.
Район ертӳҫи вӗсенчен чылайăшне тӳрӗ кӑмӑлпа ӗ ҫ л е н ӗ ш ӗ н , к у л ь т у р а аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн ТР культура Министерствин Хисеп хучӗсене парса чысларӗ. Ҫавӑн пекех культура аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, «Тутарстан Республикин Культура столици» конкурса хастар ху тшӑннӑшӑн культур а ӗҫченӗсен кунне уявланӑ май пултарулӑх сферин специалисчӗсем районти Ӗҫ Тӑвакан комитет ертӳҫин тата культура пайӗн Хисеп хучӗсене тивӗçрӗç.
Уя в а у я в л а к а н с е н е Республикӑри çамрӑксен, инновациллӗ тата профилактика программисен центрӗн директорӗ Гузель Шарипова, Аксури газ службин начальникӗ Александр Мартынов тата «Служу Отечеству» общество организацийӗн ветеранӗсен ертӳҫи Виталий Маркин професси уявӗпе саламларӗҫ.
Залра культура тытăмӗнче вӑй хуракансене алӑ ҫупма чарӑнмарӗҫ. Уяв программи ҫутӑ та асран кайми пулчӗ. Культура ӗҫченӗсене Хусан филармонийӗн ӗӗçченӗсем, райцонти артистсем илемлӗ юрă ташăпа савăнтарчӗç.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев