Ака уйăхӗн пӗрремӗшӗнчен пуçласа Раççейăн Хӗçпăшаллă Вăйӗсене чӗнеççӗ.
Ҫак кунтан пуҫласа районта призыв комиссийӗ ӗҫлет. Унӑн йышӗнче – район ӗçтăвкомӗн, сывлӑх сыхлавӗн, вӗрентӳ, полици, ӗҫпе тивӗҫтерекен центр ӗçченӗсем, общество юхăмӗнче тăракансем. Призыв комиссийӗ ӗҫлеме пуҫличчен призывниксем район больници умӗнче строя тӑчӗҫ. Çамрăксене Çарăмсанпа Аксу районӗсен ҫар комиссарӗ Рушан Даутов капитан кӗтсе илчӗ. Вӑл атьсене 2025 çулхи çулхи призыв кампанийӗн йӗркипе, ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗ. Ҫар комиссарӗ стройра тăракансен хушшинче ҫарпа учет специальноҫне е мӗнле те пулин професси алла илнипе кăсăкланчӗ.
– Эсир паян çакăнта тӑратӑр пулсан – Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлеме хатӗр, – палӑртрӗ вӑл. – Анчах Комисси тӗрлӗрен решени йышăнма пултарать: ҫар ретне тӳрех чӗнсе илме е кăшт кӗтме сӗнме пултараççӗ., е тата урăхла вариант. Мӗнле пулсан та патшалăх сирӗн çине шанать.ӗ
Призыв комиссийӗ çамрăксене районти больницӑн акт залӗнче йышăнать. Ҫамрӑксем комисси умне пӗрин хыҫҫӑн тепри кӗрсе «Смирно!» командăпа тăраççӗ. Кӗрсенех ячӗсене , ăçтан пулнине пӗлтереççӗ. Комисси пайташӗсем атьсен докуменчӗсене тӗпченӗ хыççăн ыйтусем параççӗ. Калаҫу вăхăтӗнче çамрăксем çар слуăбине хатӗр пулнине, кӑмӑл-туйӑмӗсене пӗлтереççӗ.
Рушан Даутов 2025 ҫулхи ҫурхи призыва пырса тивекен ыйтусене район хаçатне вулансемшӗн те пӗлтерчӗ.
–Призыв июлӗн 15-мӗшӗччен тӑсӑлать. Призыв пунктне 1995 ҫултан пуҫласа 2007 ҫулччен ҫуралнӑ граждансене, ҫавӑн пекех йыхрав вӑхӑтне е тӗрлӗ сӑлтавпа службӑна чӗнмен граждансене чӗнсе илеççӗ. Район территорийӗнче призыва тивӗҫлӗ граждансем чӗнӳ пунктне ҫар комиссариачӗ палăртнă палӑртнӑ вӑхӑта пымалла. Районти ҫар комиссариатне ҫар службине чӗннипе ҫыхӑннӑ мероприятисене вӑхӑтра хутшӑнман граждансем ҫар службинчен пӑрӑнакансем тесе шутланаҫҫӗ тата Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн явап тытаҫҫӗ. Ҫав хушӑрах ҫар билечӗ пурри- призывпа служба иртни ҫинчен паллӑ туни -ҫамрӑксемшӗн малашлӑхра питӗ пӗлтерӗшлӗ. Малашне унӑн патшалӑх структурисене, ведомствине ӗҫе кӗрес тӗлӗшпе йывӑрлӑх пулмӗ. Ҫар службине иртнӗ çамрăксене шалти ӗҫсен органӗсене хаваспах йышăнаççӗ. Кашни çакна пӗлет: арçын малашлăхӗшӗн хесмет пурнӑҫ шкулӗ пулса тăрать. Ҫартан çамрăксем чӑн-чӑн арҫынсем пулса таврăнаççӗ. Вӗсем хӑйсем ҫине, пурнăç çине,ҫывӑх ҫыннисем çине, Тӑван Ҫӗршыв ҫине пачах урăхла куçпа пăхма пуçлаççӗ. Ҫапла ӗнтӗ, çар служби – кашни гражданинăн чыслă тивӗҫӗ, вăл пулас арҫыншӑн усӑллӑ та, мӗншӗн тесен унта йӗкӗтсем ачасем дисциплинӑна, йӗркелӗхе, яваплӑха хӑнӑхаҫҫӗ.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев