Аксу техникумӗн аллейинче ятарлă çар операцине пурнăçланă чухне вилнӗ Ильин Сергей тата ӗҫ ветеранӗ Муратшин Хусаин ячӗпе стелăсем уçрӗç.
Чаплӑ митинга техникум студенчӗсем, геройсен тăванӗсемпе пӗрле вӗреннӗ тусӗсем, ветерансен «Служу Отечеству» юхӑмра тăракансем, çамрăксен юхăмӗсен хастарӗсем, тӗн учрежденийсем пухăнчӗç.
Асăну стелисене уçнă май райӗçтăвком ертӳçи Алмаз Мингулов Сергей Ильинӑн ҫар паттӑрлӑхне палӑртрӗ.
– Пирӗн ҫавӑн пек ентешсен ячӗсене асра тытмалла, – терӗ вăл. – Ку стела паттăра, унăн ашшӗпе амăшне хисепленине çирӗплетет.
Алмаз Мингулов техникум ветеранӗ Хусаин Муратшин çинчен те ăшă сăмахсем каларӗ.
–Хусаин Хасанович тӗрлӗ халăх хуçалăхӗнче вăй хурса, района аталантарас ӗçе пысăк тӳпе хывнă. Татпотребсоюз системинче те вăл çавăн пекех тӳрӗ кăмăлпа ӗçленӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн патриочӗсене, историне асра тытмалли çинчен митингра хăйсен сăмахӗсенче ТР муфтий заместителӗ, вăлах кӑнтӑрти регион кадийӗ, районт мухтасибӗ Равиль хазрат Зуферов тата Аксури Феодосий Тотемский протоиерейӗ Александр Качаев тухса каларӗç.
Митингра АТУТ директорне Фаргат Аюпова сăмах пачӗç
Вӗренӳ учрежденийӗн директорӗ техникум коллективӗшӗн тата вӗренекенсемшӗн Сергей Ильинпа Хусаин Муратшин ҫарпа ӗҫ паттӑрлӑхӗн тӗслӗхӗ пулса тӑнине палăртрӗ.
Стела çинчен шурă пусмана илнӗ хыççăн палăксен умне хӗрлӗ чечексем хучӗç.
Стела уçнă митинг шăплăх саманчӗпе вӗçленчӗ.
Оценили 2 человека
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1