Предыдущая публикация
Чунĕсем вĕсен кунтах юлаç.
Куçпала анчах- çке курăнмаççĕ...
-Ачисемшĕн пирĕшти пулаç!
Тĕлĕкре пирĕн пата килеççĕ.
Юнашар лараççĕ шăппăн çеç.
Пирĕшти çуначĕпе витеççĕ...
-Пирĕнпех вĕсем!Курмастпăр çеç!
Турăран пирĕн валли ыйтаççĕ
Ырлăх-сывлăх,юрату,телей!
Пурнăç тăрăх юнашар утаççĕ...
-Пирĕнпех вĕсем,ялан пĕрле!
Нихăçан та аннесем вилмеççĕ
Чун юратнă ачисем пулсан!
Курăнма куçа çеç пăрахаççĕ
Пирĕшти пулса вĕçсе кайсан!
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 4