Каринăпа пĕрле Уфа хулинчен Пӗтӗм Раҫҫейри тата Пӗтӗм Тӗнчери конкурссен Лауреачӗ, Уфари Хула керменĕн солистки, Андрей Малаховӑн «Песни от всей души» телепередачине хутшӑннӑ Марина Васильева, Бижбулякран Ильгиз Арсланов курайпа вылякан , вырӑнти "Сувар", чӑваш халӑх фольклор коллективӗ, ташланӑ ҫӗрте "Росинка" ача-пӑча ташӑ ушкӑнӗ, Марина Павлова, Каринан амӑшӗ Неля Тимофеева солистсем, ҫавӑн пекех ятарлă çар операцине хутшăннă Дмитрий Матвеев пулчĕç.
Куракансем кашни юрă хыççăн тăвăллăн алă çупрĕç. «Когда мы были на войне» юрра зал ура ҫинче тӑрса итлерӗ. Çак юрра Карина хӑйӗн пиччӗшне тата тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен салтаксене халалланӑ. Концерт вӗҫленнӗ хыҫҫӑн хисеплӗ хӑнасем Петрова Людмила Ивановна, пĕрремĕш вĕрентекенĕ, вокал вĕрентекен пĕрремĕш педагогĕ Арсланова Минзиля Ирековна нумай ырă сăмахсем каларĕç, Çĕнĕ Хурамал ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Павлов Иван Владимирович Хисеп хучĕ парса чысларĕ. Çавăн пекех СПК "Нива" ертÿçи Петров Александр Федорович, Кожай Семёновка ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Никитина Рамзия Хамитовна ăшă сăмахсемпе хавхалантарчĕç çамрăк юрăçа. Концерт ăнăçлă иртнишĕн савăнатпăр! Малашане ăнăçу хыççăн ăнăçу сунатпăр Каринана. Пысăк сценăсем çинче юрлама сунатпăр кăмăлтан!
Л. Маркина
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1