Ҫич сас паллиллӗ сӑмахра
Куратпӑр пурнӑҫ тӗшшине.
Тӗнче тытан хӗрарӑмра
Туятпӑр ырӑ чӗрине.
Чӗри ун пысӑк пулмалла:
Унта тулли чӑн юрату.
Чӗри ун ҫирӗп пулмалла:
Чӑтать - пулсассӑн ҫухату.
Кӑмӑлӗпе те тарават:
Пырать ку ен несӗлсенчен.
Кирек кампа та вашават,
Ку - амӑшӗ вӗрентнинчен.
Пит пултаруллӑ та ӗҫчен,
Нимле ӗҫрен те ютшӑнмасть.
Кулли каймасть ун питӗнчен,
Хӑй макӑрсан та - палӑртмасть.
Кашни хӗрарӑмӑн шӑпи
Пӗр пек пулма пултараймасть.
Ӗмӗрӗпех Турӑ ҫырни
Ӑна самант та хӑвармасть.
Хӗрарӑмӑн пурнӑҫӗнче
Тивӗҫӗсем те пит нумай...
Ача-пӑча ӳстернинче
Ун пархатарӗ те чылай.
Хӗрарӑм ывӑнма пӗлмест,
Ӗҫре, килте шав тӑрмашать.
Ларса канма вӑхӑт ҫитмест -
Ҫемйишӗнех вӑл тӑрӑшать.
Хӗрарӑм - асанне, анне,
Аппа та йӑмӑк, кукамай,
Тӑхлачӑ, хуняма, инке,
Ӗҫтеш те, пӗлӗш те, акам.
Хӗрарӑм пуррипе тӗнче
Хаваслӑ, кӑмӑллӑ, хитре.
Хӗрарӑма хисеплесе
Вӑй-хал та ыр кун-ҫул пиллер.
Илемлӗ пултӑрччӗ ялан,
Темиҫе хут телейлӗрех...
Чунпа та пултӑрччӗ пуян,
Хӗвел пек ҫиҫтӗр кулленех...
Зинаида Михайлова
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев