Предыдущая публикация
Чун лӑпкӑлӑхӗ татӑлать ҫип пек.
Сисмесӗрех хыт сӑмахсем калатпӑр.
Ҫумри ҫынсем темме айӑплӑ пек.
Юратнӑ ҫынсене кӳрентеретпӗр,
Мӗншӗн тесессӗн пирӗн кӑмӑл ҫук.
Вӗсен чунне ыраттарса тиветпӗр,
Йӗр хӑварса. Часах вӑл иртес ҫук.
Сӑмах вӑл ҫерҫи пек: тухать, тытаймӑн.
Пит хытӑ амантать-ҫке чӗрене.
Кайран хӑвна та уншӑн каҫараймӑн.
Илесчӗ каялла сӑмахсене.
Иртеҫ кунсем, вӑхӑт шӑвать вӑраххӑн,
Хуллен ҫеҫ мантарса иртнисене.
Йӑнӑшас марччӗ, пурӑнасчӗ лӑпкӑн,
Каласчӗ шутласа сӑмахсене.
Галина Васильева
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1