Юр ирĕлсе пĕтмесĕр,
Курăк шăтса тухмасăр
Шăпчăк кайăк курмастпăр.
Çу уйăхĕн варринче
Кăнтăртан вĕçсе килет.
Тăван çĕшывне çитсе
Чĕпĕ кăларасчĕ тет.
Виç кун йăва çавăрать,
Юрламашкан вăхăт çук.
Ҫӳпӗ пухмашкӑн васкать,
Ҫурт тума унсӑр май çук.
Пит салхуллă пысăк куç
Илем кÿрет кевтине.
Вӑрăм хӳре, шурă пуç
Ҫав тер килĕшет хăйне.
Тӗсрен катӑк пулсан та,
Юрлама пултаруллă.
Кевти пĕчĕк пулсан та,
Йӑвара вӑл хăюллă.
Пыртармасть йăви патне,
Ку енчен вăл пит чее.
Ултавпа сирсе ярать,
Таврана тимлĕ сăнать.
Ами çăмарта туса
Чĕп кăларма ларсассăн,
Аçи чунтан савăнса
Юрлать питĕ хавассăн.
Ак ларчĕ турат çине
Шăпчăк юрă юрлама,
Пуçларĕ хăй юррине -
Мăшăр пӗлтӗр савăнма.
Шăпчăк юрă пуçласан,
Пĕтĕм чуна хускатать.
Кайăк кĕвĕ каласан,
Юрăçă сăвă çырать.
Юрăçăн кашни юрри
Халăх хăлхине кĕрет.
Пĕчĕк шăпчăкăн сасси
Чунӑн илемне кÿрет.
Чĕлтĕрти илемлĕ сас,
Вăрмана çитсе кĕрет.
Кĕвĕпе çуралнă сас
Тӗнчене кисрентерет.
Шăпчăк юррине илтсен,
Чирлĕ çын та чĕрĕлет.
Юррăн ытамне кĕрсен,
Пурнӑҫ та илемленет.
Шăпчăк ами юрламасть,
Юрламашкăн юрамасть.
Шăппăн-шăппăн вăл ларать,
Чĕпписене кăларать.
Шăппăн-шăппăн лармашкăн,
Шăпчăк чӗппи мар эпир.
Савӑк пурнӑҫ курмашкӑн
Килнё тӗнчене эпир.
Кайăк юрриипе пĕрле
Шăрантарар юрăсем.
Шăпчăк юррине илтсе
Савӑнар-ха, тӑвансем.
Мелания Никифорова.
Оценил 1 человек
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев