Амăшĕн юратăвĕ ача чуне ялан ăшă туйăм парса тăрать. Çуралса тĕрекленнĕ ачан пĕрремĕш сăмахĕ те – анне. Кашни çыншăн амăшĕн юратăвĕпе ачашлăхĕ чи хаклă туйăм пулса тăрать. Анне! Çут тĕнчере çак ятран илемли мĕн пур-ши? Анне вăл – чи ырри, çепĕççи, маттурри, хакли. Чуна çывăх çыннăмăр, тăванăмăр, юлташăмăр.
🫶💐Шăпах çавăн йышши маттур та пултаруллă аннемĕрсене халалласа чÿк уйăхĕн 30 –мĕшĕнче Вырӑскассинчи культура çуртĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ. Уяв ячĕпе чи çывăх çынсене вырăнти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Алина Павлова саламларĕ, парнесем пачĕ. Пурне те хаваслă кулă , ырă кăмăл сунса халăх ятне илнĕ «Шанӑҫ» фольклор ушкăнне ҫӳрекенсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Уява пуçтарăннă аннесем, асаннесем тата кукамайсем вӗсене тав сăмахĕ каларĕç, тулли кăмăлпа пĕрле савăнчĕç.
👍 Фойере Нина Сидорова тӗрленӗ ӗçӗсенчен йӗркеленӗ куравпа паллашма май пулчӗ. Уявпа пурте кӑмӑллӑ юлчӗҫ.
💥🌸🌟Хаклă аннемĕрсем,хăвăрăн пархатарлă тивĕçе чуна парса пурнăçланăшăн ирĕк парсамăр сире Аннесен кунĕ ячĕпе саламлама. Пурнăçра çирĕп сывлăх, çемьере тăнăçлăх тата ырлăх- сывлăх сунатпăр. https://vk.com/wall-229861005_248

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1