Пирĕн редакци хăни паян – Людмила Николаева сăвăç, педагог. Вăл Элĕк районĕнчи Вырăс Сурăм ялĕнче çуралнă. И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухсан ăна Шупашкар районĕнчи Ишлейри вăтам шкула кĕçĕн классене вĕрентме янă. 1994 çултанпа Шупашкарти 62-мĕш шкулта чăваш чĕлхине вĕрентет.
1996 çулта «Пике» журналта «Шăпăрлан» рубрикăпа ачасем валли хайланă сăввисен пуххи кун çути курнă. 2004 çулта Чăваш кĕнеке издательстви кĕçĕн класри ачасем валли «Пĕчĕк туссем» кĕнеке кăларнă. Унта Л. Николаева, Н. Силпи, Н. Карай сăввисем пичетленнĕ. Çыравçăн ачасем валли «Сывлăм ăçтан тупăнать?», «Кĕр парни», «Хĕвел кулли. Улыбнулось солнышко» кĕнекисем тухнă.
1) – Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Литература маншăн вăл – чун хусканăвĕ, туйăмсен пăлханăвĕ.
2) – Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Шалти туртăм – çырас килни. Пултаруллă çынпа тĕл пулни, пĕр-пĕр интереслĕ уява е конкурса хутшăнни, чуна хустакан спектакль курни алла калем тытма хистет. Пурнăçра пулса иртекен тĕрлĕ кăткăс пулăм та çырма хавхалантарать, сăвă сюжечĕ пулса тăрать.
3) – Юратнă поэт, прозаик.
– Нумай пултаруллă çын таланчĕпе тĕлĕнсе савăнатăп: Яков Ухсай, Николай Добронравов, Роберт Рождественский, Марина Карягина, Муса Джалиль тата ыттисем те. О. Генри калавĕсем хайлав вĕçĕпе, Анна Ахматова, Вероника Тушнова сăввисем хĕрарăмăн шалти туйăмĕсене вăратма пултарнипе, Чингиз Айтматов хайлавĕсем çĕршыври пулăмсене тата уйрăм çыннăн шухăш-кăмăлне, пăшăрханăвне тĕрлĕ енчен уçса пама пултарнипе тыткăнлаççĕ.
4) – Юратнă кĕнеке.
– Юратнă кĕнеке пур тесе калаймастăп. Шкул программипе, паллакансем сĕннипе вуланă нумай хайлав кăмăла каять: «Çăкăр чĕлли» (Ева Лисина), «Хура çăкăр» (Илпек Микулайĕ), «Тринадцатое полнолуние» (Андрей Растворцев), «Ĕмĕр сакки сарлака» (Никифор Мранька) т. ыт. те.
5) – Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Кирек мĕнле çыравçăпа та тĕл пулни, унпа калаçни – пурнăçра асра юлмалли пулăм. Çапах та хамăр чăваш классикĕпе Константин Иванов сăвăçпа пĕр сĕтел хушшинче ларса калаçас туртăм вăйлăрах. Манăн унран «Нарспи» поэмăна çырма ăна мĕн хавхалантарнине ыйтса пĕлес килет.
6) – Пурнăç девизĕ.
– Пурнăç йĕркине тытса пыракан «саккунсем» сахал мар. Хăшĕ-пĕри: «ĕçе юратса ту», «ваттисене те, çамрăксене те хисепле», «пуринпе те кăмăллă пул», «аçу-аннÿне пулăш», «ан кÿрентер, ан тарăхтар, ан вăрç», «ан кÿрен, ан ăмсан, ан тарăх».
7) – Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Чи пĕрремĕш сăвăсене ялта отпуск вăхăтĕнче çырнă пирки аннене вуласа параттăм. Кайран çакă йăлана кĕчĕ. Анне сăвăсене хурламастчĕ: «аван», «юрать», «каять» − унăн кĕске хаклав сăмахĕсем. Ку та çамрăк чуна хавхаланма çителĕклĕччĕ. Литература çулĕ çине вара Раиса Сарпи илсе тухрĕ мана, унăн сĕнĕвĕсем, пулăшса пыни маншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕç. Пысăк тав Сире, Раиса Васильевна!
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев