Чи малтантанах комитет ертӳҫи Юлия Мареева ку таранччен пурнӑҫланӑ ӗҫ - пуҫа тишкерчӗ, тӑрӑшуллӑхшӑн кашнинех тав турӗ. Ара чӑннипех те комитет хастарӗсен пуҫаруллӑхӗ пысӑк, пире чӑвашлӑх туйӑмӗ пӗрлештерет . Кӑҫалхи ҫула та эпир йӑла-йӗркене тӗпе хурса, Сурхури уявӗнчен пуҫларӑмӑр. Улах та лартӑмӑр, ал ӗҫ те турӑмӑр, вӑйӑ юрӑпа савӑнтӑмӑр..
Республикӑри тӗрлӗ муниципалитетра пулма тӳр килчӗ, паттӑрлӑхпа чӑвашлӑх темипе ҫыхӑнтарса тӗрлӗ мероприяти йӗркелесе
ирттертӗмӗр. Комитет хастарӗсем ҫу кунӗсенче те ал усса лармаҫҫӗ, вырӑнти ушкӑнсемпе пӗрле тӗрлӗ региона ҫитсе килчӗҫ. Акӑ, Ираида Филимонова Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи "Ямаш" фольклор ушкӑнӗпе Белорусине тата Оренбург тӑрӑхӗнчи йӑхташсем патӗнче пулма хевте ҫитерчӗ, Ольга Туркай Соловки утравне, Раиса Сарпи Олег Цыпленков ертсе пыракан пысӑк ушкӑнпа Кӑркӑсри Иссык-куль хӗрринче пулса киленчӗҫ, тавракурӑма анлӑлатрӗҫ, чун киленӗҫӗ тупрӗҫ, ыттисем Чӑваш енри паллӑ вврӑнсене ҫитсе курчӗҫ.
Умра яваплӑ, пысӑк ӗҫ- "Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма" конкурсӑн пӗтӗмлетӗвӗ. Ӑна юпа уйӑхӗн 11- мӗшӗнче Патӑрьел МО территоринче ирттерме палӑртнӑччӗ. Халӗ ҫанӑ тавӑрса ӗҫлемелли кӑна юлчӗ, шутлӑ кунсем хӑвӑрт иртеҫҫӗ. Йӗркелӳ комитечӗ ӗҫе пуҫӑнчӗ те.
Юлашкинчен чӑваш хӗрарӑмӗсем ӗҫтешӗсене, комитетӑн маттур пикисене Зоя Яковлевӑна, Ольга Туркайпа Ирина Шумихинӑна иртсе кайнӑ ҫуралнӑ кунӗсемпе ӑшшӑн саламларӗҫ, ырлӑхпа та сывлӑхпа пурӑнма телей те юрату сунчӗҫ.
Юлия Марева.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев