Ку праҫнике килмен чӑваш юлманнӑнах туйӑнчӗ.
Официаллӑ информаци тӑрӑх ҫак паллӑ та пӗлтерӗшлӗ мероприятие пурӗ 21 пин ытларах ҫын хутшӑннӑ. Раҫҫейри пурӗ 60 яхӑн пултарулӑх ушкӑнӗ, ытти ҫӗршывсенчен килсе ҫитнӗ хӑнасем уява илем кӳнӗ.
Ҫак чӑвашсемшӗн пӗлтерӗшлӗ праҫнике Петӗр Хусанкая сӑпкара сиктернӗ ялта кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш ҫул йӗркелерӗҫ.
Кунти пысӑк ял-хуҫалӑх предприятийӗн ертӳҫин Иван Иванович Казанковӑн пуҫарӑвӗпе тата нухратне шеллемесӗр тӑрӑшнипе тӑватӑ ҫул хушшинче кунта ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ обьектсем ҫӗклесе юмахри пек "Ҫӗнӗ Сӑвар" туризм комплексӗ ҫӗкленнӗ.
Кӑҫал та, ытти ҫулхи пекех капашсӑр анлӑ уява йӗркелеме Чӑваш наци конгресӗ питӗ нумай пулӑшнӑ.
Уяв ирхине 10 сехетре Ҫӗнӗ Сӑвар Кремлӗнче пуҫланчӗ.
Кунта вун пилӗк ытла регионтан ҫитнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем официаллӑ делегацине икӗ енчен тӑрса тухса, юрласа та ташласа хаваслӑн кӗтсе илчӗҫ.
Чи малтан Мӑчаварсем ҫутҫанталӑка пуҫ ҫапса уява аван ирттерме пил ыйтрӗҫ.
Хаклӑ хӑнасем валли уяв территорийӗ тӑрӑх питӗ кӑсӑклӑ экскурси йӗркелерӗҫ.
Сиктӗрмери Уяв программинче вун-вун фестиваль-конкурс, спорт ӑмӑртӑвӗсем, куравсемпе суту- илӳ лапамӗсем ӗҫлерӗҫ.
Чӑваш сӑри куравӗ, поэзипе вӗренӳ кӗтесӗсем, чӑваш ташши ташласси, шӑпӑр-кӗсле каласси тата ытти конкурссем хаваслӑ та шавлӑ иртрӗҫ.
Чи пӗлтерӗшлӗ конкурс - "Раҫҫей чӑваш пики" пулчӗ. Унта тӗрлӗ регионсенчен килнӗ 12 чӑваш чиперкки хутшӑнчӗ.
Чи нумай балл пухса Чӑваш Енри Елчӗк муниципаллӑ округран килнӗ Виктория Романова ҫӗнтерчӗ.
Пысӑк сцена ҫинче Уяв прологӗ пӗтӗм чӑваш халӑхӗн пуян историйӗпе паллаштарчӗ, официаллӑ пайра Тутар тата Чӑваш Республикин влаҫ представителӗсем пурне те пӗлтерӗшлӗ кунпа саламларӗҫ, чи хастаррисене тӗрлӗ майлӑ хисеплерӗҫ.
Каласа хӑвармалла, Уяв чӑннипех пуян та анлӑ ирттӗр тесе конгресс президенчӗ Валерий Клементьев, президиумпа комитетсем ырми-канми тӑрӑшни сая каймарӗ. Праҫник пурин кӑмӑлне те туллин тивӗҫтерчӗ. https://disk.yandex.ru/d/o-7CwirXINundw
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 5