Чӑваш наци конгресӗнче ҫак паллӑ куна хатӗрленсе чылай ӗҫ-пуҫ туса ирттернӗ.
Паян та, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, культура комитечӗ пуҫтарӑнса праҫнике йӗркелес ыйтусене тӗплӗн тишкерчӗ.
Сиктĕрме хăнисене хаваслă та
пуян «Уяв тус-тăвана пуçтарать» ятпа
хатĕрленĕ программа кĕтет. Вĕсене чи малтанах «Аптраман тавраш»
сăвăлла эпопея çырса тĕнчене тĕлĕнтернĕ Петĕр Хусанкай халăх поэчĕн
музейĕпе тата «Сухапуçран космос
таран» куравпа паллаштарĕç. Кунтах
«Маттур ăстасем», «Кÿршĕ тăван пек
хаклă» этнокартишсем ĕçлĕç: унта
Элкел районĕнчен тата ытти регион- сенчен килнĕ ăстасем хутшăнĕç.
«Акăшсен кÿлли», «Чĕрчун тĕнчи», «Ĕлĕкхи çĕр пÿрт», шыв тата çил
арманĕсен лапамĕсенче пулса курни
мĕне тăрĕ тата!
Пĕр вăхăтрах темиçе сцена çинче регионсенчен килсе çитнĕ пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен илемлĕ юрри-ташшипе савăнтарĕç.
Кунтах «Чăваш сăри», «Уяв тени
сăрасăр пулмасть», «Ĕлĕкхинчен
пуçласа паянхи чăваш тумĕсем»,
«Авалхи юрăсен сасси», «Янра,
шăпăр, кĕсле» фестивальсем,
«Раççей чăваш пики», «Халăх ташшин илемĕ» конкурссем йĕркеленĕç.
Мĕнле Уяв вăл спорт ăмăртăвĕсĕр:
чăваш кĕрешĕвĕ, шывра ишесси,
кире пуканĕ йăтасси, волейбол, лашапа чупасси …Эх!!!
Пурне те хавас кӑмăлпа чăваш
Уявĕнче кĕтетпĕр!


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1
P,s, Полагаем - Уважаемые Политики - различных уровней , Депутаты Государственной Думы РФ, Сенаторы - Поймут Нас Правильно