Ленинград облаҫӗн Туслӑх ҫуртӗнче автономи ертӳҫи Валерьян Гаврилов Шупашкартан килнӗ хӑнасене хӑйсем йӗркеленӗ чӑваш музейӗпе паллаштарчӗ, экспонатсен историйӗ ҫинчен каласа пачӗ.
Питӗрти чӑваш автономийӗн пайташӗсем пуҫтарӑнса ҫитсен "ҫавра сӗтел" пуҫланчӗ. Валерьян Анатольевич автономи ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, юлашки вӑхӑтра туса ирттернӗ мероприятисем, уйрӑмах ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче йӗркелесе ирттернӗ Акатуй уявӗ ҫинче тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Ленинграда хӳтӗлесе пуҫ хунӑ хамӑр ентешсене асӑнса Стелла вырнаҫтарни ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Зоя Яковлевӑпа Алина Савельева Питӗр чӑвашӗсене хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, конгресс ирттернӗ мероприятисем ҫинчен каласа пачӗҫ.
Унтан Валерьян Гаврилов автономин кашни пайташӗпе уйрӑммӑн паллаштарчӗ. Кунта кашнийӗ ахах-мерчен пек хаклине, пурте пултаруллӑ пулнине каларӗ.
Уйрӑмах ҫамрӑксем хастарри савӑнтарать иккен. Акӑ, Трак тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Денис, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчен килнӗ Настя, Канаш районӗнче ҫуралнӑ Мария - пурте хаваспах чӑваш автономине ҫӳреҫҫӗ, тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ туса ирттерме пулӑшаҫҫӗ.
Тутар Республикинче ҫуралнӑ Алевтина Лисинӑсӑр миҫе ҫул ӗнтӗ пӗр мероприяти те иртмест. Вӑл ЧНК регионсем шайӗнче ирттерекен "Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма" конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи. Унӑн мӑнукӗ, вун тӑваттӑри Альберт та кунта яланах килет.
Кашни хастар ҫинчен кунӗпе те каласа пама хатӗр
Валерьян Анатольевич.
Тӗл пулу питӗ ӑшӑ та усӑллӑ иртрӗ.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 6