Ҫӗнтерӳпе паттӑрлӑх Ҫулталӑкӗ пулнине тӗпе хурса, Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи "Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитет пайташӗсен пуҫарӑвӗпе йӗркелесе ирттернӗ Республика шайӗнчи "Паттӑрсем вилмеҫҫӗ" конкурс вӗҫленчӗ.
Ун пӗтӗмлетӗвӗсемпе ҫу уйӑхӗн 14-мшӗнче Шупашкарти Константин Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче паллашма май пулчӗ. Конкурса
шкул ҫулне ҫитейменнисем, кӗҫӗн классенче тата шкулсенчи аслӑ классенче вӗренекенсем чылайӑн хутшӑнчӗҫ.
Палӑртма кӑмӑллӑ, Чӑваш енре, Тӑван Ҫӗршывшӑн пынӑ хаяр вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартнисем сахал пулман. Вӗсенчен чылайӑшӗ юнлӑ вӑрҫӑ хирӗнчен таврӑнайман. Аманнисем те вӑрҫӑ суранӗсене пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Пурӑннӑ пулсан, Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Василий Велвокай ҫыравҫӑ, вӗрентӗкен, фронтовик та ҫу уйӑхӗнче 110 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ.
Конкурс йӗркипе килӗшӳллӗн, ачасем чи малтанах, видео куравсем ярса пачӗҫ.Шел пулин те, темӑна пӑхӑнманнисен ӗҫӗсене пӑрахӑҫлама лекрӗ.
Конкурса хутшӑнакансен, Василий Яковлевӑн пӗр сӑввине е ун
ҫинчен ҫырнӑ хайлава
пӑхмасӑр каласа
тупӑшӑва хутшӑнмаллаччӗ.
Ашшӗ амӑшӗсемпе вӗрентекенсем ҫак тӗллеве ӑнӑҫлӑ пурнӑҫларӗҫ, ачасем те ҫакна пысӑк яваплӑхпа пурнӑҫлани хавхалантарчӗ.
Сӑмах май,
тӗрлӗ ӳсемри ачасенчен пуҫламӑш классенче вӗренекенсен ӑсталӑхӗ пысӑккине уйрӑммӑн палӑртмалла, Шӑмӑрша муниципалитет округӗнчи Анат Чаткас,
Карапай-Шӑмӑршӑ, Шӑмӑршӑ шкулӗсенчи вӗренекенсемпе вӗрениекенсем; Шупашкарти пӗрремӗш, иккӗмӗш, хӗрӗх тӑххӑрмӗш шкулсенче ӑс пухакансем тата ытти нумай вӗрентӳпе воспитани енӗпе ӗҫлекен учрежденисем
конкурса хастар хутшӑнчӗҫ. Паллах, кашниех мухтава, хисепе тивӗҫ.
Конкурса хутшӑнакансен пултаруллӑхне сумлӑ экспертсем хакларӗҫ. Вӗсен йышӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи, комитет пайташӗсем Юлия Мареева, Зоя Яковлева тата Ираида Филимонова, паллӑ поэт Альбина Юрату пулчӗҫ. Тӗрлӗ степенлӗ
ятарлӑ дипломсене вӑтӑр ытла ача тивӗҫрӗ, ыттисем сертификатпа тав сӑмахӗсене илчӗҫ. Василий Яковлевӑн хӗрӗсем, чаплӑ поэтсем Раиса Сарпипе Альбина Юрату кашнинех асӑнмаллӑх кӗнекесем парнелерӗҫ. Ачасене конкурса хатӗрленӗшӗн те вӗренекенсене пурне те тав сӑмахӗсем парса саламларӑмӑр.
Конкурс чӑннипех те ҫӳллӗ шайра иртрӗ.
Ачасен сӑн-питӗнчи савӑнӑҫ, хавхалану та ҫакнах ҫирплетрӗ.
Чӑваш наци конгресӗ туса ирттерекен ӗҫ- пуҫ чӑннипех те пӗлтерӗшлӗ.
Юлия Мареева, "Чӑваш хӗрарӑмӗ комитет председателӗ


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 2