Шупашкарти Туслӑх ҫуртӗнчи мероприятие Пенза тӑрӑхӗнчен, Пушкӑрт Республикинчен, Тутарстанрантата Чӑваш Енри тӗрлӗ муниципаллӑ округран пултаруллӑ ҫамрӑк уйрӑм юрӑҫсемпе ансамбльсем чылайӑн хутшӑнчӗҫ.
Конкурса сумлӑ жюри пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ: Гран-прие Елчӗк тӑрӑхӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ хӗрӗ, вунпӗрмӗш классра вӗренекен Виктория Романова ҫӗнсе илме пултарчӗ.
Уйрӑм юрлакансенчен пӗрремӗш вырӑна Пушкӑртстан тӗп хулинче пурӑнакан Марина Иванова, иккӗмӗш вырӑна Сӗнтӗрвӑрри пики Александра Шевнина, виҫҫӗмӗш вырӑна вара Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗн каччи Александр Филипповпа
Пушкӑртри Ҫтерлӗ хулинче пурӑнакан
Константин Петров тухрӗҫ.
"Чи ҫепӗҫ сасӑллӑ юрӑҫ" сумлӑ ята Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Лена Смирнова, "Куракансем килӗштернӗ юрӑҫ" -Тутарстанри Елабуга хулинчен ҫитнӗ Максим Новиков, "Хӑйне евӗр ӑста юрлакан юрӑҫ" ята Канаш тӑрӑхӗн каччи Андрей Алексеев ҫӗнсе илчӗҫ.
Ушкӑнпа юрлакан юрӑҫсем хушшинче Ҫӗнӗ Шупашкарти "Шевле" ансамбль- пӗрремӗш, Пушкӑртран килнӗ "Риан" дуэт иккӗмӗш, Пенза тӑрӑхӗнчи "Икӗ Марье" дуэт виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑнчӗҫ.
Каласа хӑвармалла, Гран-при ҫӗнсе илнӗ Виктория Романовӑна ЧНК пӗрремӗш вице-президенчӗ, "Тус" строительсен фирмин ертӳҫи Николай Угаслов чи сумлӑ парнепе-санаторинче канма путевкӑпа тивӗҫтерчӗ. Виктори путевкӑна ӑна пур енӗпе те хавхалантарса пыракан юратнӑ амӑшне пама шутланине пӗлтерчӗ.
Ытти ҫӗнтерӳҫӗсем те сумлӑ парнесене тивӗҫрӗҫ. Конкурса йӗркелекен ЧНК ертӳҫисемпе пайташӗсем юрӑҫсене пӗрне те парнесӗр ямарӗҫ.
Шел, хутшӑнакансем чылайӑн пулчӗҫ пулин те, Туслӑх ҫурчӗ куракансене нумайӑн пуҫтараймарӗ. Пулас халӑх артисчӗсене чылай ҫын килсе кураймарӗ.
Ҫитес ҫул ҫакна шута илмелле, фестивале пысӑкрах концерт залӗнче ирттермелле тесе шутлатӑп.


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 3