Чặваш наци конгресĕ çумĕнчи «Чặваш хĕрарặмĕ» комитет хастарĕсен пуçарặвĕпе, кặçал регионсен шайĕнче иртекен «Хĕрарặм, сан умặнта таятặп пуçặма!» конкурсặн пĕрремĕш тапхặрĕ Йĕпреç муниципалитет округĕнчи чаплặ керменте апрелĕн 5-мĕшĕнче иртрĕ. Унта Чặваш енĕн ултặ муниципалитечĕн чи маттур та пултаруллặ ялти чặваш хĕрарặмĕсем хутшặнчĕç.
Кặçал Раççейра Çĕршыв хȳтĕлевçисен, Чặваш енре Çĕнтерȳпе Паттặрлặх Çулталặкĕ пулнặран, конкурса шặпах Тặван Çĕршыва
хȳтĕлекен паттặрсене тата Пĕтĕм Тĕнчери ял хĕрарặмĕсен Кунне халалларặмặр.
Çивĕч тупặшặва хутшặнма Сĕнтĕрвặрри тặрặхĕнчен Татьяна Борцова, Елчĕк енчен Татьяна Сусметова, Йĕпреçрен Оксана Иванова, Çĕрпȳ тặрặхĕнчен Тамара Иванова, Шặмặршặ енчен Алефтина Лукианова, Шупашкар муниципалитет округĕнчен
Ирина Беспалова хапặл турĕç.
Ặмặртуçặ-хĕрарặмсем малтанах улах ларса ал ĕç тума ặста пулнине
çирĕплетрĕç: кам çặм арларĕ, кам тĕрлерĕ, тепри акặ, ывặлĕ валли нуски çыхрĕ, шặтặкла йĕппе илемлĕ кофта çыхрĕ.
«Йĕпреç ен» фольклор ушкặнĕ улах ларас ặсталặха алла илме витĕм кȳчĕ.
Чặннипех те тĕлĕнтерчĕç тупặшặва хутшặнакансем - чặн-чặн тĕпел хуçисем пулнине кặтартса пачĕç. Кашниех килти хушма хуçалặхра
туса илекен пахча-çимĕçрен, аш- пặшран, юр-вартан хатĕрленĕ чặваш апат-çимĕçĕн анлặ куравĕпе паллаштарчĕ. Тулли сĕтелсем
авặнса тặчĕç. Унта чặвашсен асặннặ апачĕсем шặрттанпа хуплу, хур-кặвакалĕ, хуран куклипе тĕрлĕ кукặль-çặмах, чặкặт тата кặпặклặ сặри, чи кирли- килте пĕçернĕ кặпặшка çặкặр куçа илĕртрĕ. Жюри пайташĕсем те ас тивсе пặхнặ хыççặн кặмặллặ юлчĕç. Чặвашсен ырặ
йặлине тĕпе хурса, ặмặртуçặ- хĕрарặмсемпе килнĕ кашни ушкặнах жюри пайташĕсене юрặ ташặпа кĕтсе илчĕ.
Конкурсặн официаллặ пайне Йĕпреç муниципалитет округ пуçлặхĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Федоров уçрĕ. Çакặн пек пĕлтерĕшлĕ конкурса Йĕпреç тặрặхĕнче ирттерме йышặннặшặн тав турĕ.
Пухặннисене Чặваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев та ặшшặн саламларĕ. Чặвашлặха упрассипе ку тặрặхра тĕллевлĕ ĕçлекенсене ЧНК хисеп хучĕпе чысларĕ.
«Чặваш хĕрарặмĕ» комитет председателĕ Юлия Мареева конкурс йĕркипе паллаштарчĕ.
Черетлĕ тупặшу – »Хặйсемпе тата çемьипе, тặван ялпа паллаштараси» пулчĕ. Пултаруллặ ял хĕрарặмĕсем ку енĕпе те маттур пулнине кặтартса пачĕç. Акặ, Йĕпреçри Оксана Анатольевна мặшặрĕпе пилĕк ача кун çути парнеленĕ. Сặмах май, вặл хặй те пилĕк ачаллặ çемьере çуралса ȳснĕ. Йĕпреç енре паллặ та чаплặ çынсем нумай пулнине, кунта ĕçлеме те пурặнма та хặтлặ пулнине
уçặмлатрĕ. Çемье телейĕн вặрттặнлặхне те уçса пачĕ.
Чặваш хĕрарặмĕсем, кил ặшшине упрассипе тĕллевлĕ ĕçленине те
йặла-йĕркепе çыхặнтарса, аттепе анне пилĕпе пурặнакансем чặннипех те çемье телейне туптаса пурặннине çирĕплетрĕç.
Елчĕкри Татьяна Сусметовặпа ặна пулặшаканĕсем хаяр вặрçặ çулĕсенче ял халặхĕ утặ çинче ĕçленине, апат çиме ларсан, почтальонка çырусем илсе пынине, анчах та Кирук арặмне мặшặрĕ пуç хунине пĕлтерекен хурлặхлặ хыпара ик-виçĕ кун кặларса парайманни чунне ыраттарнине пĕлтерчĕ. Кирук арặмĕ, турặран мặшặрне килне тĕрĕс- тĕкел каялла тавặрса килме йặлặнса ыйтать, вặл киле килессе шанать.
Оксана Ивановặпа унặн ушкặнĕ ывặлне салтака ặсатнặ йặла-йĕркепе туллин паллаштарчĕç. Юратнặ ывặлне ашшĕпе амặшĕ
«Çȳлти турặпа çĕр çинчи патшалặха юрặхлặ пулма» пиллерĕç.
Çĕрпȳ енĕн пултаруллặ чặваш хĕрарặмĕ Тамара Ниловна та пулặшаканĕсемпе салтака ặсатнине кặтартрĕç. Анчах та ку тặрặхặ хặйне евĕрлĕхĕ упранса юлни палặрчĕ. Ашшĕпе амặшĕ ывặлне çакар пуçлаттарса пил сặмахĕсем каланặ хыççặн, ывặлĕ вĕсем умне чĕркȳçленсе ларса тав сặмахĕсем каларĕ.
Шặмặршặсем салтак юрри юрлассипе чặннипех те палặрчĕç, маттурсем. Алефтина Лукиановặпа мặшặрĕ ывặлне салтака тухса каяс умĕн пặтặ çитерчĕç, «… çу çулĕпе кайса, сĕт çулĕпе килме» пиллерĕç.
Шупашкар тặрặхĕсем, Ирина Беспаловặпа ушкặнĕ Мặнкун йặли-йĕркипе паллаштарчĕç. Хĕретнĕ çặмартасемпе вặйặ та йĕркелерĕç.Чи малтан хặнана пыракана пукан çине минтер хурса лартрĕç, чặхặсем çặмарта пĕр йặвана туччặр, терĕç.
«Хĕрарặм пултаруллặхĕ» тупặшу та çȳллĕ шайра иртрĕ. Чặваш хĕрарặмĕсем ал ặстисем, тĕпел хуçисем пулнине, халặхặмặр йặли-йĕркине пĕлнине, юрặ-ташặра та пултаруллặ пулнине çирĕплетрĕç.
«Чặваш хĕрарặмĕ» комитет пайташĕсем йĕркелесе ирттерекен регионсен шайĕнчи конкурсặн пĕрремĕш тапхặрĕ чặн-чặн уяв пулса тặчĕ.
Жюри пайташĕсем, конкурсặн пĕрремĕш тапхặрне хутшặнакансен пултаруллặхне тишкернĕ май, улттặшне те пĕтĕмлетȳ конкурсне хутшặнма ирĕк панине пĕлтерчĕç. Ặмặртуçặ-хĕрарặмсене тав туса
Конкурса хутшặннặн ятарлặ дипломсемпе чысларĕç. Йĕпреç муниципалитет округ пуçлặхĕн асặнмаллặх парнисемпе чĕрĕ чечек çыххисем чặннипех те илемпе пултаруллặх тупặшặвне хутшặнакансемшĕн малашлặха çул уçма хặват паракан туйặм парнелерĕç. Эпĕ, йĕркелȳ комитечĕн председателĕ пулнặ май, Татьяна Борцовặна, Татьяна Сусметовặна, Оксана Ивановặна, Тамара Ивановặна, Алефтина Лукиановặна тата Ирина Беспаловặна конкурса хутшặнассипе тĕллевлĕ ĕçленĕшĕн, çемьисене çак ĕçе явặçтарнặшặн, чặвашлặх туйặмне кашни куракан чунĕнче вặратма витĕм кȳнĕшĕн тав тặватặп.
Конкурс программине пуянлатнặшặн, ун шайне ȳстерме пулặшнặшặн Сĕнтĕрвặрри, Елчĕк, Йĕпреç, Çĕрпȳ, Шặмặршặ, Шупашкар МО пултаруллặх ушкặнĕсене тата вĕсен ертȳçисене хисеплесе тав сặмахĕсем калатặп.
Йĕпреçри муниципалитет округ ертȳçине Игорь Семенова, «Культура аталанặвĕн Центр» директоне Андрей Петрова, ЧНК уйрặм председательне Людмила Клементьевặна тата ку тặрặхри культура ĕçченĕсене пурне те тав тặватпặр. Уйрặммặн ặшặ сặмахсем калатпặр конкурса ặнçлặ ертсе пынặ, «Чặваш хĕрарặмĕ» комитет пайташне Ирина Шумихинặна.
Хисепе тивĕç ЧНК «Чặваш хĕрарặмĕ» комитет хастарĕсем Василиса Иванова, Раиса Сарпи, Ольга Туркай, Валентина Цыпленкова, Олег Цыпленков, Валерий Сатлайкин, Ираида Филимонова тата пире пулặшса пыракан ЧНК вице президенчĕ Павел Вязов, Йĕпреçсен ентешлĕх хастарĕ Марушев Владимир.
Пурне те ырлặх та сывлặх, телей те ặнặçу, тату пурặнặç сире, хаклặ çыннặмặрсем!
Чặвашлặх туйặмĕ пирте ан иксĕлтĕр. Чыс та мухтав, ялти чặваш хĕрарặмĕсене!.
Юлия Мареева, ЧР культурặн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 5