культура комитечӗ хӑйӗн черетлӗ ларӑвне пуҫтарӑнчӗ.
Сӑмах ҫулталӑка пӗрре регионсем шайӗнче ирттерекен йӑлана кӗнӗ эстрада юррисен "Кӗмӗл сасӑ" фестиваль-конкурсне йӗркелесси пирки пулчӗ.
Пӑхса тухакан ыйту питӗ те яваплӑ пулнӑран ларӑва конгресс президенчӗ Валерий Клементьев, ӗҫтӑвком председателӗ Любовь Николаева тата ҫамрӑксен комитечӗн пайташӗсем те хутшӑнчӗҫ.
Кӑҫалхипе 26-мӗш хут йӗркелекен фестивале ака уйӑхӗн вӗҫӗнче ирттерме палӑртнӑ.
Ларура "Кӗмӗл сасӑ" йӗркине ( положение) пӑхса тухса ҫирӗплетрӗҫ, паллах, мероприятишӗн тӗрлӗ енӗпе яваплисене палӑртрӗҫ.
Ытти ҫулхипе танлаштарсан фестиваль-конкурс йӗркинче улшӑнусем пур. Унта халь 14 ҫултан пуҫласа 40 ҫул таранах ҫитнӗ ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Аккредитаци укҫи кӑшт кӑна пысӑкланнӑ, тӑкакӗ ӳснӗ-ҫке.
Фестивале ӑҫта ирттересси пирки хальлӗхе татса паман, ҫитес вӑхӑтра вӑл та паллӑ пулӗ.
Апла пулсан, пултаруллӑ ҫамрӑксен регионсем шайӗнче иртекен конкурса хатӗрленме пуҫламалла.
Ӑнӑҫу вӗсене!
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 11