Тӗп ыйту- "Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма" регионсем хушшинчи чӑваш ялӗсенче пурӑнакан хӗрарӑмсен конкурсне кӑҫал йӗркелесе ирттересси. Положени тӑрӑх пӗрремӗш тапхӑр Йӗпреҫ поселокӗнче, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртмелле. Финала вара юпа уйӑхӗнче Патӑрьел тӑрӑхӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Заявкӑсем килме пуҫланӑ та ӗнтӗ, хӑйсемпе паллаштаракан видеосюжетсем те майӗпен йӗркелӳ комитетне килме пуҫланӑ.
Ытти регионсенче пурӑнакан чӑваш хӗрарӑмӗсем те видеовизиткӑсене ҫитерме васкасан аванччӗ.
Комитет ирттерекен сӑвӑ калакансен конкурсне Ҫӗнтерӳ Ҫулталӑкне тата ҫыравҫӑ, вӗрентекен Василий Велвокай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ку конкурса ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче Патӑрьелте пӗтӗмлетме палӑртнӑ.
"Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитет ларӑвне ЧНК президенчӗ Валерий Клементьев хутшӑнса хавхалантарчӗ.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 6