Юлашки вăхăтра темшĕн мана хăнана чĕнме пăрахрĕç.Мĕншĕн-ха хăнана
çÿреме юратакан çынна чĕнмесĕр хăвармалла? Хытах тĕлĕнетĕп.
-Вăтанса ан тăрăр,сĕтел çине лартса панă апата пурне те туянса пăхăр,-
чĕвĕлтетеççĕ хăна-вĕрлене сĕтел хушшине ларма ыйтса хуçа-тăван ентĕшсем.
Эпĕ мĕн,вăтанса,курнăçланса тăракан çын мар, ларнă ларманах алла кашăк ярса тытатăп, алăри кашăк выляса çеç тăрать,малтан хам умри чашăк- тирĕкри апата пушататăп, каярахпа çывăрахри апат сăвăчĕсене хам паталла шутарма тытăнатăп. Апат-çимĕçрен асла пулма хушман тенине яланах асра тытатăп, çавăнпа сĕтел çине лартнă пур апата та тутанмасăр хăварни пулман-ха.
Сĕтел çинчи сăвăт сапа пушанмасть,хуçасем тĕрлĕрен апат-çимĕç илсе килсех тăраççĕ.
Иртнĕ çул арăмпа кану çуртĕнче хăналанни те асăмрах. Юратнă арăм кану çÿртне каяс умĕн пĕр уйăх диета çинче ларнăччĕ,çавăнпа кунта кăшт -кашт апатланнипех виçĕ кило çурă ÿт хушрĕ, манăн виçе вара пач урăхла, виçĕ кило çурă чакни палăрчĕ.
Мĕн каласси,тăраниччен çиесси çинчен шутласси те пулмарĕ,сăвăт тĕпне
икĕ-виçĕ кашăк вир пăтти тата пĕчĕк котлетă хурса панипех çырлахаççĕ кухньăра тăрăшакан хуран-тирĕк ăстисем. Çакăнпа тăранма пулать теççĕ-ши?Çăкарне мĕнле çÿхе касма пĕлеççĕши тата,хăш кулинари училищинче вĕрентнĕ -ши вĕсене ăсталăха.Юрать-ха йăлăнарах ыйтсан "добавкă" тенине ыйткаласа илкелеттĕм.Кану вăхăтĕнче йĕркеллĕ хырăма тăрантарасси çинчен ĕмĕтленни кăлăхах пулчĕ.
Кăçал вара çулçÿревре тухса Турци çĕршывĕнче канма шутларăм. Арăм пыма килĕшмерĕ, сан выçă хырăмна тăрантарассишĕн кунĕн çĕрĕн кухьнăра тăрмашса ывăнтăм,сансăр сансăр пурăнса кăшт та пулин канам-ха,-терĕ.
Турцине çитесси кÿршĕне хăнана каясси мар иккен, самолетпа 5 сехет
вĕçме ,Турцине çитсен татах 4 сехет автобуспа кайма тиврĕ.Самолет çинче
апат çитерессе кĕтни те ахалех пулчĕ, çинçе пилĕклĕ,ялан ăшă кулăпа çиçекен чиперкке стюардесса умма минераллă шыв илсе килсе лартса панипех çырлахрĕ.
Кану çуртне çитнĕ-çитмен хырăм выçса çитнине систерчĕ,çавăнпа тÿрех апатланма васкарăм."Шведский стол",-тенине Турцире канса курнă çынсенчен тем чухлех илтнĕччĕ.Ху кăмăланнă тем тĕрлĕ апата та суйласа илме ирĕк иккен,çавăнпа та çухалса каймарăм,пур апата та тутанса пăхмашкăн шутларăм. Пыра илĕртекен тем тĕрлĕ апат та пур иккен кунта:хумус,тулумба,пахлава,кебаб,суджук...пурне те каласа та пĕтереймĕн. Пĕр сăвăт тултаратăп та ăна çывăхри сĕтел çине кайса лартатăп,унтан теприне... Акă ман умри сĕтел авăнса тăманни анчах,тĕрлĕ сăвăтсенче 13 тĕрлĕ сиплĕ апат пăслананса сăмсана кăтăклать. Хама тинех çăтмахри
пек туя пуçларăм. Хăвăрт кăна вырнаçса лартăм та хăвăрт алла кашăк ярса тытрăм та çанă тавăрсах апата çавăртара пуçларăм. Васкаса çинĕ май пит çине тапса тухнă тара шăлса илетĕп те каллех килленсех умри сăвăтсене пушатма тытăнатăп.Выçса çитнĕрен-ши пур апачĕ те кăмăла кайрĕ, пахлава ытла кăмăла кайнипе тепĕр порци илни те хырăма пăсмарĕ.
Сĕтел пушансан ытла та тутлăн карăнса илтĕм те тинĕс хĕрринеле васкарăм,тинĕсри шывра чăмпăл-чăмпăл чăмпăлтатнă хыççăн вĕри хăйăр çине выртса хĕртĕнме тытăнтăм.
Тепĕр кун та сĕтел туллиех апатпа тулчĕ. . Апатланнă май юнашар ларакансене хăрах куçпа сăнакаласа илетĕп. Юнашар акă икĕ арçын пĕр-пĕринпе калаçкаласакăпăклă шĕвек ĕçсе лараççĕ. Çынран юличчен муртан юл теççĕ, манăн мĕн-ха çынран юлас,хăвăрт кăна кăпăклă шĕвек тултарса панă çĕре черете кайса тăтăм.
-Ики пира,-тесе ыйтсан шĕвек тултараканĕ иккĕшĕн умне те шăпах
икшер стакан тултарса лартса пачĕ. Икĕ стакан мана çăвара йĕпетмеллĕх
анчах,мĕншĕн икĕ стаканпах çырлахас-вĕçсе иртрĕ пуçра шухăш .
. Эпĕ икĕ стаканпа çырлахмастăп " мана вун икĕ" пира парсамăр,- вăтанса тăмарăм эпĕ черет çитсен. Шĕвек тултарса параканĕ мана тÿрех ăнланчĕ,шăп та лăп вуникĕ стакан тултарса ман умма лартса пачĕ. Пира тени чăвашла сăра тенине пĕлтерет иккен,маншăн мĕн пира тĕк пира, сăри анчах кăпăклăрах пултăр. -Мĕнле -ха туркă çынни эпĕ вуникĕ стакан сăра ыйтнине тÿрех
ăнкарчĕ,-хытах тĕлĕнтĕм хайхи. Тупсăмне каярахпа ăнсăртран пĕлтĕм.
Кашни кун тенĕ пекех кану çуртĕнче тĕрлĕрен мероприятисем, ăмăртусем иртереççĕ.Пĕррехинче манăн та унта хутшăнма май килчĕ.Хама сцена çине тухма ыйтсан турткаланса тăмарăм,тÿрех килĕшрĕм. Сцена çинче манпа юнашар тепĕр икĕ арçын,иккĕшĕ те турка арĕсем ,иккĕшĕ те тĕреклĕ
те патвар кĕлеткеллĕ,пĕрне Тюран, тепĕрне Селим тесе чĕнеççĕ. Чи малтанах ертсе пыраканĕ пире хăйсемпе паллаштарма ыйтрĕ. "Эпĕ чăваш çĕренчен канма килтĕм,чĕнессе вара Ваççă ятлă",- паллаштартăм эпĕ хампа ,ертÿçĕ микрофанпа хам умма пырса паллаштарма ыйтсан.
Конкурсра кам сăра ыттисенчен нумайрах ĕçме пултарать,çав çĕнтерет иккен. Конкурсра çĕнтереймесен те сăра тăраниччен ĕçсе кăмăла тултарăп_шутласа илтĕм сăра кружкисене йăтса тухакан йăрăс кĕлеткелле
чиперккесене пăхса илнĕ май.. Чи малтанхи сăра кружкисене пĕр сывламасăрах ĕçсе ятăм,сăри çăра та тĕхĕмлĕ ,ма ĕçес мар-ха. Ертÿçĕ эпир миçе кружка ĕçнине туркăлла шутласа пырать":бир,ики, ÿч.Бир,ики
тени чăвашла каланă пекрех илтĕнет,ÿч тени "виççĕ" урăхларах илтĕнет. . Турка арçынĕсем вара сăрине пĕр васкамасăр ĕççеççĕ. Кунта улталама ан та хăтлан,кружка тĕпĕнче сăра пулмалла мар,ертÿçĕ çакна сăнасах тăрать. "Дерт,беш,алты ,еди,секиз,докуз",-малалах шутлать ертÿçĕ эпир ĕçнине сăнаса тĕрĕсленĕ май. Эпĕ çавăн пекех сăра кружкине туркăсенчен маларах пушататăп,анчах вуннăмăш кружкине ĕçне май чарăнса тăтăм, халиччен пулман япала,эпĕ те сăрана чарăна-чарăна ĕçме тытăнтăм.Кун пек выляса
яма та пулать çке,-вĕçсе иртрĕ пуç тавра икеленÿллĕ шухăш.Тавралла пăхса тăракансем кăшкăрашаççĕ,ытларах туркă чĕлхипе,хăйсен ентĕшĕсене çĕнтерме хавхалантараççĕ пулмалла.- Ваçук ,ан парăн,сăрине халиччен
пĕр чарăнмасăр ĕçме тăрăш,эсĕ çĕнтерме пултаратăн,-кĕрсе кĕчĕ хăлхана чăвашла кăшкăрнă сасă.
Пăхса тăракансем хушшинче чăвашсем те пулни ман хавхалантарчĕ, малалла кĕрешме вăй кĕртрĕ.
Он,онбир,оники ,-шутлать ертÿçĕ эпир черетлĕ сăра куркисене пушатнине шутласа тăнă май.Он,онбир, оники, -тенисем чăвашла пек илтĕнеççĕ,тĕлĕнмелле çке. Тĕрĕк чĕлхинче пĕр пек илтĕнекен сăмахсем
чылай иккен. Тинех ăнкартрăм барта сăра тултарса параканĕ эпĕ чăвашла ыйтнине мана тÿрех ăнланнине.
Эпе шухăшсене сирсе яма,малалла çивĕченрех кĕрешме шутларăм,ыт ахальтен кун пек хама хытармасан çĕнтерĕве ан та кĕт.
Черетлĕ сăра куркине пĕр сывламасăрах ĕçсе ятăм. Хăрах куçпа хампа кĕрешме тухна туркă çыннисем çине те хăрах куçпа пăхкаласа илетĕп,асăрхарăм Селим сăра ĕçнĕ май пăш-паш сывласа илме
тытанчĕ,сасартăк ĕснĕ май чыхăнса кайрĕ те карланкинчи сăри çаварĕнчен пĕрхĕнсе каялла сирпĕнсе тухрĕ. Мĕн тăвас тетĕн,вăйара яланах пĕри выляса ярать,тепри йывăр пулин те малаллах талпăнать,кĕрешÿрен тухса ÿкес килменни те пурах кунта. Чим ха эпĕ Тюран çинчен калатăп мар-и ха? Тюран та тем пек тăрăшрĕ пулин те кĕрешурен тухса ÿкрĕ. Ертÿçĕ эпĕ çĕнтертнине палăртса манăн сылтăм алла çÿлелле çĕклерĕ.
Малтанах ертÿçĕ турка чĕлхипе калаçрĕ,çавăнпа эпĕ ăнланмасăр тăтăм,юлашкинчен çеç вырăс чĕлхи çине куçрĕ: Сегодня нашем увлекательном конкурсе " Пивной живот" победил Васил ,гость их Чувашии,ему по итогам нашкго конкурса пологается приз "Полет на воздушном шаре" -тесе тепĕр хут ман алла чăмăртарĕ.
-Маттур Ваççа,эсĕ çĕнтертĕн ,эпир санпа мухтанатпăр,-кĕчĕ хăлхана сас. Питех мухтанма,каппайланма юратман çын пулин те ман кăмăла çĕклерĕç çак чăвашла янăранă сăмахсем.
Вĕçеве хатĕрленме пуçăнтăмăр,мана сывлăш шарĕ хăпарма тытăнсан тÿпере хама мĕнле тытмаллине инструктор кĕскен ăнлантарчĕ.
-Халиччен çÿллĕ çĕре хăпарнă-и-ха,-ыйтрĕ вăл темшĕн эпĕ шикленнине кура.
-Çук,пĕчĕк чух çÿллĕ йывăç тăрне хăпарса кайсан хытах персе аннăччĕ,-нимĕнех те пытарма шутламарăм эпĕ.
-Вĕçевре пачах та хăрăмашкăн кирлĕ мар,чăрмав мĕн сиксе тухсан е темле ыйту сиксе тухсан ав микрофон та çумрах пулать,тÿрех манпа çыхăнса пĕлтер,-вĕрентрĕ инструктор.
Сывлăш шарĕ çÿлелле хăпарма тытăнсан шикленÿ те таçталла çилпе вĕçрĕ,кăмăлăм та çак сывлăш шарĕ майлах çĕкленсе пычĕ,юрлассăм,тапăртатсах ташлассăм килчĕ. Анчах айкăшма амасть,ав,инструктор та çĕр çинчен вĕçев мĕнле иртни, эпĕ хама мĕнле туйни çинчен ыйткаласах тăрать. -Хама аван туйатăп,пурте йĕркелĕ,-тесе хурав панипех çырлахатăп та тавраналла сăнама,çутçанталăк илемĕпе килленме тытăнатăп.
Çĕр çинелле,аялалла пăхса илтĕм,ав бар патĕнче сăра ĕçекенсен черечĕ,инçетри мар бассейнра çынсем шывра шăмпăлтатаççĕ,сывлăш шарĕ çулелле хăпарнă май çынсен кĕлеткисем те пĕчĕкленсех пыраççĕ.
Анчах тепĕр самантран кăмăлăм пăсăлма тытăнчĕ. Хырăм пакăртатнине туя пуçларăм,ăш-чикĕм пăтрана пуçларĕ. Малтанах хама лăплантарма тăрăшрăм пулин те вар- хырăм лăпланма мар тата ытларах ыратса чÿхенме,тула хăвалама тытăнчĕ. -Чăт,Ваççа,чăт,хырăм пакăртатнине чăтма пултараймасан
мĕнле арçын пулăп-ха эпĕ,- чăтайманнипе хăпартлантарма тăрăшрăм эпĕ хама. Çук хырăм çаплах пакăр-пакăр тумашкăн пăрахмасть,çитменнине ытла та хăпарса кайнăн курăнать. Хăрамаллипех хăратать çак пулăм,
намăс курассинчен мĕнле хăтăлас-ха, тыткăч та пушаннă пек туйăнать. Чăтаймасан мĕн курса ларасси пулĕ, çĕр çине ансан пурте манран кулма,тăрăхлама тытăнсан ăçта тарса пытанас,çынсен умне мĕнле
питпе курăнас,- çаврăнаç пăтранчăк шухăшсем пуç мĕлки тавралла.
-Сылтăм енчен хăрушла хура пĕлĕтсем тапланса килни курăнать,хăвăртрах
мана антарсамăр,-микрофон умнелле туртăнса евитлерĕм çĕр çинчен вĕçев мĕнле пынине ыйтакан инструктора чееленсе те пулин хăвăртрах çĕр çине антарасса шанса.
Тавах турра сывлăш шарĕ хуллен вăрахăн çĕр енелле çулне улăштарчĕ. Малалла мĕнле чăтнине каласа çырма та çук пулĕ,минутсем сехетрен те хуллен иртнĕн туйăнчĕç.
Акă халĕ Турцири кану хыççăн эпир ларнă самолет тăван çĕршыв енелле çул тытрĕ. Манпа пĕрле каннă чăваш каччи те ман çумрах ларăть, пĕччен те мар хăй пулас арăмĕпе. Пулас çамрăк мăшăр пĕр-пĕрне пÿлсех мана мухтать,,сывлăш шарĕ çинче вĕçев мĕнле иртни çинчен каласа пама ыйтаççĕ.
-Питех те лайăх,нихçан манăçми вĕçев пулчĕ ку маншăн,- кĕске кăна хуравлатăп эпĕ. Хам вĕçевре мĕнле асапа лĕкни çинчен çеç пĕр сăмах та
калассăм килмерĕ.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 3