Тăван тавралăха, хамăрăн юратнă ялăмăра аталантарма, çынсене пăшăрхантаракан ыйтусене
пурнăçа кĕртме халăх пуçарулăхĕ çав тери кирлĕ те, вырăнлă та. Паха опыта вырăнсенче çултан-çул аталантарса çеç пымалла тесе шутлатăп. Чи пĕлтерĕшли - ял-йыш çак программăна ăнланать,
ăна кирлĕ пек йышăнса ял хăтлăхĕшĕн кар тăрать.
Пирĕн Аслă Чемен территори пайĕнче пурăнакансем те юлашки çулсенче Чăваш Республикинче вăй илсе пыракан пуçарулăхпа тухăçлă усă курма тăрăшать. Акă, кăçал çеç эпир халăхăн хастарлăхне тĕпе хурса тăватă объекта пурнăçа кĕртрĕмĕр.
Тĕплĕнрех "Авангард"хаçатра 08.08.2025 «Пĕрлехи вăйпа пурăнма май пур хăтлăхпа» Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев