Кашни ҫыннӑн хӑйӗн чун киленӗҫӗ пур. Сителти хастар хӗрсен те вӑл пайтах. Ялта кулленхи ӗҫӗпе ҫеҫ пурӑнма кичем теҫҫӗ вӗсем. Ҫавӑнпа та кунти клубпа библиотекӑна тӑтӑш ҫӳреме тӑрӑшаҫҫӗ.
Акӑ паян та вӗсем ытти ҫулсенчи пек "Ӑста алӑсем" кружока хаваспах пуҫтаранчӗҫ. Унта хӑйсен чун киленӗҫӗсене юратса пурнӑҫларӗҫ. Тӗрлӗ ал ӗҫӗсем туса савӑнчӗҫ, пӗр-пӗринпе шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса йӑпанчӗҫ. Малашне ирттермелли мероприятисене сӳтсе яврӗҫ. Ҫӗнӗ юрӑ-ташӑсем вӗренме пуҫларӗҫ.
Оксана Хомуткина библиотекарь хастар хӗрсене кӑҫал вулавӑш ҫуртне килсе тӑракан хаҫат-журналпа, ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарчӗ. Чи кӑсӑклисем пирки кӗскен каласа кӑтартрӗ.
Кӑҫал Раҫҫейре Ҫемье ҫулӗ тесе палӑртнӑ. Кружока пухӑннисене Ирина Лякова культорганизатор ятарласа ҫак пулӑмпа ҫыхӑнтарса хатӗрленӗ стендпа паллаштарчӗ. Ҫулталӑк тӑршшӗпе Ҫемье ҫулӗнче ирттерме тӗллев лартнӑ мероприятисем пирки те чарӑнса тӑчӗ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 3