Кĕмĕл Виандот ăрата уйрăмах килĕштернине палăртать. «Чăпар чăхсем юмахри сăнара аса илтереççĕ», — ăнлантарчĕ яш. Чăнах, унпа килĕшмех тивет. Маран ăратĕнчи чăхсем тĕттĕм хĕрлĕ çăмарта тăваççĕ. Çавнашкаллине Мăнкун сĕтелĕ çине лартаççĕ. Кăçал Степановсен уявра çăмарта хĕретмелле те пулман. Капла ытла ансат, çапла вĕт? Чăхсен Лакеданзи ăрачĕн йăвинче кăвак çăмарта пухăнать. Брама пысăкăшĕпе ыттисенчен уйрăлса тăрать. Тем тесен те, ку ăрат мода уттипе тан пынăнах туйăнать. Ара, вăл тĕклĕ «шăлаварпа» çут тĕнчене килет вĕт.
«Ялта чи лайăххисем» пултарулăх ăмăртăвне пĕтĕмлетнĕ май ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çамрăк фермера Кирилл Степанова мăшăр хур парнеленине астăватăр-и? Вĕсем çăмăллăнах хĕл каçнă, çăмарта лайăх тăваççĕ. Чĕпписем те çитĕнеççĕ.
Павлинсем хальлĕхе çамрăк-ха, çăмарта тума пуçламан. Сăмах май, Кирилл йышпа пĕрле ят суйланине подписчиксем пĕлеççĕ. Унăн пурнăçĕпе кăсăкланакансемвиçĕ «арăмлă» павлин аçине Султан Сулейман ят пама сĕннĕ. Мĕнех, анлă сарăлнă юрă йĕркисем те, «Великолепный век» фильмри истори саманчĕсем те аса килеççĕ.
Çамрăк фермер кĕске вăхăтрах путене чĕпписене инкубаторта темиçе ăстрăм кăларчĕ. Пĕчĕкскерсене хуçи таракан кĕтĕвĕпе танлаштарни те вырнаçуллă пулчĕ. Тараканран кăшт пысăкрахскерсем 40 кунра çăмарта тума пуçланине ĕненес те килмерĕ.
Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаçатра (24.05.2024)
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев