Бикулов П.А.
ЯЛ.
Пирӗн ял 1797-мӗш çул куçса ларсан, урамсем пурте пӗр аяклă ,хальхи çӳлти икӗ урам йевӗр ларнă пулнă. 1898-мӗш çул ялăн тăватă урамӗ çунса кайнă, çӳлти ял хӗрринчи урам юлнă. Ял çулла çуннă,халăх нимӗн те илсе тухса элькӗреймен,пӗтӗн çурт-йӗр япали çунса кайнă.Выльăхсем юлнă.Кӗтӳ хирте,яла таврăнман пулнă. Çуннă хыççăн ялта урамсене хире-хирӗç туса çурт хушшине 25 метр хăварса,тăватă урам тăваççӗ. Çакăн хыççăн пысăк пăтăрмахсем пулман. 1931 -мӗш çул аçа çапса сарай
çунса кайнă. 1942- мӗш çул Çуна кассинче (Тутар кассинче) тăватă çурт çунса кайрӗ: Шакмай Мӗтрисем,Ефин Михали
(Островский Михала), Микань, Тимӗрçӗ Хӗветӗрӗ.Ç
ИРТНӖ ӖМӖР ХЫПАРӖСЕМ.
Кунта эпӗ иртнӗ ӗмӗрте тухнă хаçат статьисене,çав вăхăтсенче ӳкернӗ сăнӳкерчӗксене тата ытти ӗлӗххи документсене вырнаçтарасшăн.Камра та пулин иртнӗ ӗмӗртен сыхланса юлнă кивӗ документсем пулсан,кунта вырнаçтарма пултаратăр,хăвăр ăнлантарса çырса парса.
"Авалхи пӑлхар хули Пӳлер ҫинчен сахал мар кӗнеке ҫырӑннӑ. Валим хуҫа ҫӑлӗ, Валим хуҫа тӑвӗ* ҫинчен вӑл вырӑнсенчен алле таҫта инҫетре пурӑнакан ҫынсем, халӑхсем пӗлеҫҫӗ. Пӳлертен инҫе мар пӗтӗм тӗнчере паллӑ та чаплӑ хими пӗлекен ученыйсен тымарӗсем - Бутлеровӑн, Арбузовсем именисем пулнӑ. Бутлеровӑн вил тӑпри ҫавӑнтах. Кун ҫинчен кӗнекесем те нумай, интернетра та сахал мар ҫырнине тупма пулать. Анчах та, Валим хуҫа ҫӑлӗн шыв тутине ҫавӑн тӑвӗ ҫине кайса ӗҫмесӗр пӗлме ҫук. Унти авалхи ҫӗрсем ҫинче, вӑл авалхи вырӑнсене кайсан кӑна туян ӗлӗкхи Пӑлхар халӑхӗн, хальхи сӑмахпа каласан, энергетикине.
Тӑван ялӑм ҫинчен те ҫырнисене тупса вулама пулать. Анчах та яла кайнӑ чухне кӑна, вӑрман урлӑ к