Сӑлтавӗ - ҫанталӑк, ҫумӑр та, юр та ҫӑвать, талӑкри вӑтам температура нормӑран чылай аяларах.
«Çавна май, кӗрхи тырӑсем инкек курасси хӑратать. Вӑрлӑх ҫителӗклӗ – ҫураки хӑвӑртлӑхне ӳстерме пулать.
Республикăри ял-хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсен тата энергипе тивӗҫтерекенсен тытăмĕсем - çĕршывра малтисенчен пĕрисем шутланаҫҫӗ. Регионти техникӑна вӑхӑтра ҫӗнетнӗ, халӗ талӑкра 20 пин гектар акма пултаратпӑр, ҫавӑнпа хӑвӑртлӑха хӑваласа ҫитетпӗр», - палăртнă ялхуҫалӑх министр Сергей Артамонов.
Кăçал ял-хуҫалӑх культурисен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 346 пин гектар. Паянхи куна республикӑри хуҫалӑхсенче 59 пин гектар çĕр лаптăкĕ ҫинче ҫурхи тӗш-тырӑ тата пăрçа йышши культурӑсем акнă, ку кăтарту — пĕтĕмĕшле ĕç калăпăшĕн 27 проценчĕ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев