» фестиваль-конкурс иртет
Çитес эрнере, апрелӗн 12-мӗшӗнче Чăваш Республикинчи Елчӗк муниципаллă округӗнче «Янра, хут купăс!» («Играй, гармонь!») регионсен хушшинчи фестиваль-конкурс иртет. Ăна Елчӗк районӗн хисеплӗ гражданинне, ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченне, ЧНК вице-президентне тата Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономине нумай çулсем ертсе пынă Олег Николаевич Мустаева асăнса ирттереççӗ.
Мероприятие ЧР Елчӗк муниципаллă округӗ, муниципаллă округăн вӗрентӳпе çамрăксен политикин, культурăпа социаллă аталану тата архив ӗçӗн уйрăмӗсем тӗрев панипе Елчӗк муниципаллă районӗн тӗп клуб системи ирттерет.
Фестиваль-конкурсăн тӗп тӗллевӗсен шутӗнче О.Н.Мустаевăн историлле йӗрне тата нумай енлӗ пултарулăхне упраса хăварса халăха интереслентересси, Чăваш Республикинчи тата ытти регионсенчи купăсçăсен профессилле çыхăнăвӗсене çирӗплетесси, çамрăк ăрăва воспитани панă ӗçре халăх музыкипе искусствин пӗлтерӗшне вăйлатасси.
Фестиваль-конкурс апрелӗн 12-мӗшӗнче Елчӗкри Культура çуртӗнче каçхине 17.00 сехетре пуçланать. Унта хутшăнас текенсен заявка пама вăхăт пур-ха. Положени👇🏻
https://disk.yandex.com.am/d/x-zaU7lqKmle3w https://disk.yandex.com.am/d/ad-H6LvTeb6EYQ
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев