Свернуть поиск
Правая колонка
18.09.2026
Професси сăпайлăхĕпе-ши, хаçатра ĕçлекенсем хăйсен ĕçтешĕсем пирки хаçат-журналта питĕ сахал çыраççĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсенче чĕрĕк ĕмĕр ытла вăй хуракан, халĕ «Елчĕк ен» хаçата ăнăçлă ертсе пыракан, пултарулăх çулĕпе çирĕппĕн утакан Елена Геннадьевна Петрова пирки çырса кăтартма сăлтавсем çителĕклех: вăл республикăри журналистсем хушшинче ирттерекен тĕрлĕ конкурсра тăтăшах çĕнтерет, унăн альбомĕнче республика, çĕршыв шайĕнчи конкурссенче çĕнсе илнĕ наградăсем пайтах, иртнĕ эрнере вăл хăйĕн пурнăçĕнчи çур ĕмĕрхи юбилейне паллă турĕ.
Пĕрремĕш утăм — «Шăнкăрав»
Рынок саманин пирвайхи çулĕсем никама та, çав шутра «Елчĕк ен» хаçата та, çăмăл килмерĕç. Совет саманинче çичĕ пин экземпляр тиражпа пичетленнĕ хаçат тиражĕ çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче икĕ пин экземпляра çеç юлчĕ. Çакă хаçатçăсене те самаях шухăшлаттарчĕ пулас. Хаçат тиражне ỹстерес ыйтăва хамăр хушăра сỹтсе яврăмăр. Тĕрлĕ сĕнỹсем пулчĕç. Юлашкинчен хаçатăн кашни номерĕнче вулакансен ỹсĕмне тата вĕсен интересĕсене тивĕçтерекен икшер страницăллă виçĕ хушма çĕнĕ кăларăм йĕркелеме килĕшсе татăлтăмăр. Çырусен пайĕн заведующийĕ Валентина Кириллова, хаçатра илемлĕ очерксемпе тĕрленчĕксем çырса палăрнăскер, вулакансене кăсăклантаракан мораль, этика ыйтăвĕсемпе «Пĕрле ларса вулар-и?», хаçат редакцийĕнче 3-мĕш çул ĕçлекен Елена Петрова корреспондент шкул ачисем валли «Шăнкăрав», эпĕ, хаçатăн тĕп редакторĕ, «Физкультурăпа спорт» хушма кăларăмсем кăларма калаçса татăлтăмăр. Вĕсене район çыннисем хапăлласа йышăнчĕç. Кĕске вăхăтра вулакансен йышĕ икĕ хут ытларах ỹсрĕ. «Елчĕк ен» хаçат республикăри район кăларăмĕсем хушшинче хаçат тиражĕпе чылай çул пĕрремĕш е иккĕмĕш вырăнсене йышăнса пычĕ. Халăх шучĕпе хаклас пулсан тираж шучĕпе вăл халĕ те республикăра 1-мĕш вырăнта тăрать.
Çамрăк вулакансем «Шăнкăрав» кăларăма килĕштерни, юратни часах палăрма тытăнчĕ. Çакă редакцие вĕсенчен килекен йышлă çырусенчен курăнчĕ. Ку тапхăрта редакцие килекен çырусен йышĕ иртнĕ ĕмĕрхи 80-мĕш çулĕсенчен те иртрĕ пулас. Ачасен сăввисемпе кĕске калавĕсем, шкул хыпарĕсем, кроссворчĕсем кăларăмăн кашни номерĕнче пичетленсе пычĕç.
Елена Геннадьевна пуçарнипе шкул ачисем хушшинче çамрăк сăвăçсен, калав, юмах çыракансен районти конкурсĕсем йĕркеленсе кайрĕç. Кăларăма хатĕрлекен журналист районти шкулсене час-часах тухса çỹресе, хаçатри статьясенче ачасен пултарулăхне тишкерсе хак пачĕ. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма вăл педагог пулни, маларах 2 çул шкулта вĕрентекен пулса тăрăшни те самай пулăшрĕ ăна. Кĕçĕннисем хăйсене юратнине, вĕсене пулăшма тата аталантарма тăрăшнине чунпа туяççĕ. Редакцие килекен кашни çырăва хаçатра усă курма тăрăшни те вĕсен ĕçне хакланине çирĕплетрĕ. Эппин, вĕренекенре пултарулăх пур. Çакă, паллах, çамрăксене хавхалантарнă.
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине нумай çул вĕрентнĕ Нина Левая Елена Геннадьевнан ун чухнехи ĕçне çапла хаклать: «2004 çул хыççăн район хаçачĕн тиражĕ ỹссе пынинче «Шăнкăрав» кăларăмăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Пирĕн шкул вĕренекенĕсем район хаçатĕнчи ачасен кăларăмне нумаййăн çырăнса тăчĕç, каярах хăшĕ-пĕри республикăри ачасен изданисен лауреачĕсем пулса тăчĕç. Хаçат ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес, чăваш культурине явăçтарас ĕçре пысăк пулăшу пачĕ»
Çырас туртăм ачалăхран пырать
Эпир хамăрăн пулас профессине, пурнăç çулне суйласа илесси тĕрлĕ пулăмпа çыхăннă. Пĕрне шкулта юратнă учитель урокĕсем витĕм кỹнĕ, теприне тăван-пĕлĕшĕсен тĕслĕхĕ çак утăма тума хистенĕ.
Патреккел ялĕнче çуралса ỹснĕ, çак ялти 8 çул вĕренмелли, унтан Аслă Елчĕкри вăтам шкулсенче пĕлỹ пухнă Елена Крылова вĕренекене чăваш, вырăс чĕлхипе литература урокĕсем килĕшнĕ. Чăвашла тухса тăракан хаçат-журнала та юратса вуланă вăл. Патреккел шкулĕн вĕренекенĕ хăйĕн пĕрремĕш заметкине районти «Колхоз ялавĕ» хаçата 5-мĕш класра пĕлỹ пухнă вăхăтра ярса панă та вăл часах пичетленнĕ. Хавхаланнă хĕр пĕрчи сăвă-калав хайланă. Вĕсем районти, республикăри ачасемпе çамрăксен «Пионер сасси» хаçатĕнче, «Хатĕр пул» журналта пичетленнĕ.
— Хаçат-журналта хамăн статьясемпе заметкăсем, сăвă-калав пичетленсен чун-чĕререн савăнаттăм. Тăвансемпе пĕлĕшсем çапла калани тата хавхалантаратчĕ: «Лена, чуна витермелле çырнă калавна, йĕре-йĕре вуларăм. Кам çинчен çырнă эс ăна? Санăн питĕ лайăх шăрçаланса пырать. Тата çыр». Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче район хаçачĕ пичетленнĕ хайлавсемшĕн гонорар ярса паратчĕ. Çакă та хавхалантарнă çыракана ун чух.
Алла аттестат илнĕ çамрăк пĕлỹ илме Елчĕкшĕн Шупашкартан та çывăхрах Хусана çул тытать. Кивĕ Арланкассинче çуралса ỹснĕ чăвашсен паллă поэчĕ, публицисчĕ Борис Борлен тăрăшнипе Хусанти патшалăх педагогика институтĕнче уçăлнă Атăл тăрăхĕнчи шкулсенче вырăс тата чăваш чĕлхи учителĕсем хатĕрлекен уйрăма вĕренме кĕрет. Аслă шкулта пĕлỹ пухнă вăхăтра Борис Леонтьевич журналистикăна килĕштерекен студентсене Елена Крыловăна (Петрова), Ирина Гордевăна (Трифонова), Константин Малышева Тутарстанăн тĕп хулинчи «Сувар» ятпа чăвашла тухса тăракан обществăпа политика хаçатне кăларас ĕçе явăçтарать. Аслă шкулта пилĕк çул вĕреннĕ вăхăтрах виççĕшĕнче студентсем чăвашсен хаçатĕнче тăлмач, корреспондент пулса тăрăшаççĕ. Кунта вĕсене профессире пысăк опыт пухнă Николай Сорокин тĕп редактор, Геннадий Сорокин корреспондент, хамăр ентеш, вăл вăхăтра «Сувар» хаçатăн штатра тăман корреспондентĕнче тăрăшнă Анатолий Тимофеев нумай вĕрентнĕ. Хаçат ĕçне юратаслăх çак çулсенче туптаннă та ĕнтĕ Елена Крылован.
Сăмах май, каярах асăннă хаçат редакцийĕн тилхепине чылай çул Константин Малышев тытса пычĕ. Хальхи вăхăтра та редакци çирĕп алăра — Ирина Трифонова ăна ăнăçлă ертсе пырать.
Тăван хаçат — «Елчĕк ен»
— Халĕ те асрах. 2004 çулăн май уйăхĕн пĕр кунĕнче «Елчĕк ен» хаçатăн ун чухнехи редакторĕ Иван Иноходов çĕнĕ корректорпа Елена Петровăпа паллаштарчĕ. Сăпайлă хĕрарăм ун чухнех коллектива хăйĕн ăшăлăхĕпе, тавра курăмĕпе тыткăнларĕ. Тăван район хаçатĕнче нумай вăхăт корректорта ĕçлемерĕ вăл. Кĕске вăхăтра обществăпа политика пайĕн корреспондентне куçарчĕç ĕçчене. Тин çеç аслă пĕлỹ илсе ĕçе вырнаçнă кашни специалиста çĕнĕ вырăнта хăйĕн пултарулăхне кăтартма хăнăху, чылай вăхăт кирлĕ. Тăватă теçетке çула яхăн район хаçачĕн яваплă секретарĕнче, тĕп редакторĕнче ĕçленĕ май, çак вăхăтра хăйĕн квалификацийĕпе кĕске вăхăтра туллин ĕçлеме пуçланă икĕ-виçĕ журналиста çеç асăнма пултаратăп. Вĕсенчен пĕри — Елена Петрова (Крылова). Малалла вăл хаçат редакцийĕн обществăпа политика пайĕн корреспонденчĕн, пай редакторĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçласа пычĕ. Кĕске хушăра тĕрлĕ темăпа çырма хăнăхса çитнĕ Елена Геннадьевна республикăри министерствăсемпе ведомствăсем ирттерекен конкурссене тăтăш хутшăнса пычĕ. Акă, республикăри Шалти ĕçсен министерстви право тематики енĕпе йĕркеленĕ «Правопорядок» конкурсра 10 çул хушши хаçат ячĕпе те, хăйĕн ячĕпе те çĕнтерỹçĕсен йышне кĕрсе пычĕ. 2015 çулта вăл ЧР Прокуратури республика шайĕнче йĕркелекен конкурсра çĕнтерчĕ, унăн ĕçне федераци шайне тăратрĕç. Çавăн пекех прокуратура ĕç-хĕлне тĕплĕн çутатса пынăшăн 2024 çулта ЧР Прокурорĕн Эдуард Гиматовăн Тавне тивĕçрĕ. 2004 çултанпа патриот тематикине тытса пынă май ку юхăмра та çитĕнỹсемпе савăнтарчĕ ĕçчен, тĕрлĕ шайри конкурсра палăрчĕ. Куç умĕнче ỹссе пырса ĕçри çитĕнỹсемшĕн Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ пулса тăчĕ (2006), Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн (2012), РФ Журналистсен Союзĕн (2022) Хисеп грамотисене, патшалăх органĕсен нумай Хисеп хучĕсене тивĕçрĕ ĕçтешĕмĕр. Общество ĕçĕнче те хастар вăл. 1999 çултанпа Патреккел ялĕнчи участокри суйлав комиссийĕн членĕ, 2006 çултан пуçласа 2018 çулччен участокри суйлав комиссийĕн секретарĕн ĕçĕсене пурнăçланă. Çав вăхăтрах пĕр хушă Елчĕк район администрацийĕ çумĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссин, административлă право йĕркине пăсакансемпе ĕçлекен комиссин хастар членĕ пулчĕ. Кăçал вара ĕçтешĕмĕре Елчĕк округĕн Общество палатин йышне илчĕç. Шаннă кирек хăш ĕçе те чун хушнипе пурнăçланăран хаклаççĕ, хисеплеççĕ ĕçчене.
Елена Геннадьевна мăшăрĕпе, Николай Владимировичпа, 3 ача çитĕнтереççĕ: Владимир, Ирина, Мария. Вăталăххи амăшĕн профессине суйласа илнĕ: вăл — «Хыпар» хаçат корреспонденчĕ.
Ертỹçĕ ĕçне мар, журналист ĕçне ытларах кăмăллать ĕçтешемĕр. 2018 çулта тĕп редактор должноçĕ пушаннă хыççăн çак яваплă вырăнта ертỹçĕ тупăниччен унăн тивĕçĕсене пурнăçласа пычĕ. Çакăн пек лару-тăру тепĕр пилĕк çултан та сиксе тухрĕ. Хальхинче те пĕр çулталăк ытла тĕп редактор тивĕçне пурнăçларĕ. Икĕ çул çурă каялла министерство хистенипе тинех тĕп редактор ĕçне туллин кỹлĕнме килĕшрĕ.
Хаçатăн паянхи коллективĕ пысăк опытлă ĕçченсенчен тăрать. Вĕсем ĕçе тĕрĕс тытса пырса республика шайĕнче тивĕçлĕ йĕркелесе пыни савăнтарать. Хаçат анчах мар, тĕрлĕ социаллă çыхăну урлă та вулакана çĕнĕрен-çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарса пырать «Елчĕк ен» хаçат. Редакци ертỹçипе коллективне çитĕнỹпе ăнăçусем анчах сунатăп. Вулакан сире юраттăр, унăн шучĕ çулран-çул хушăнсах пытăр.
Николай АЛЕКСЕЕВ,
РФ Журналистсен Союзĕн членĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 3