Певец чувашской эстрады Евгений Николаев исполняет истинно чувашскую песню "Тăванлăх юрри " ("Песня родства"). --- ( нажмите на " ... " слева )
Слова песни написал Эсрель (Григорьев) Семен Григорьевич (24.04.1907 — 22.12.1996) —
фольклорист, поэт, переводчик, преподаватель, кандидат философских наук, участник Великой Отечественной войны.
Он родился в деревне Верхнее Анчиково (Анчăккасси) Козловского района Чувашской Республики.
Песня "Тăванлăх юрри " ("Песня родства")
=====================================
Музыка: Р. Григорьева.
Слова: Эсрель (Григорьев) Семен Григорьевич
(24.04.1907 — 22.12.1996)
=====================================
1). Тăванпала тăван пулмалла,
Кĕрекене кĕрсе лармалла,
Кĕрекене кĕрсе лариччен
Хура çĕрне тарпа çумалла.
Кĕрекене кĕрсе лариччен
Хура çĕрне тарпа çумалла.
----------------------------------------------------
----------------------------------------------------
2). Чечек тĕлне чечек пулмалла,
Мăшăрланса çеçке çурмалла,
Çеçке хыççăн çеçке кăларса
Тавралăха илем кÿмелле.
Çеçке хыççăн çеçке кăларса
Тавралăха илем кÿмелле.
-----------------------------------------------------
-----------------------------------------------------
3). Мăшăрпала мăшăр пулмалла,
Куçран куçа пăхса тăмалла,
Пĕрне пĕри куç пек упраса
Ĕмĕр-ĕмĕр телей курмалла.
Пĕрне пĕри куç пек упраса
Ĕмĕр-ĕмĕр телей курмалла.
----------------------------------------------------
----------------------------------------------------
Тăванпала тăван пулмалла,
Кĕрекене кĕрсе лармалла,
Кĕрекене кĕрсе лариччен
Хура çĕрне тарпа çумалла.
Çеçке хыççăн çеçке кăларса
Тавралăха илем кÿмелле.
Пĕрне пĕри куç пек упраса
Ĕмĕр-ĕмĕр телей курмалла.
Ĕмĕр-ĕмĕр телей курмалла.
==============================