Гость из Канашского района Чувашской Республики фольклорный ансамбль "Вăта" ( середина, центр) -- лауреат конкурса "Телеюрă - 2016" -- исполняет чувашскую народную песню "Ай, хай, улма йывăççи" (Ай, хай, яблонька). -- ( нажмите на " ... " слева )
Текст песни "Ай, хай, улма йывăççи"
================================
Чувашская народная песня
================================
1). Шур юр кайсан, çулла пулсан,
Шур чечеке юратар.
Шур чечеке юратнă пек
Тăвансем сире юратар.
Шур чечеке юратнă пек
Тăвансем сире юратар.
2). Пирĕн аякпа шыв юхать те
Выртса ĕçме юрамасть.
Пур тăвансем хушшинче те
Хурланмашкăн юрамасть.
Пур тăвансем хушшинче те
Хурланмашкăн юрамасть.
3). Ай, хай, улма йывăççи,
Улми çÿлте — татасси.
Улми хăйех татăлать,
Çамрăк ĕмĕр вăтăлать.
Улми хăйех татăлать,
Çамрăк ĕмĕр вăтăлать.
-----------------------------------------
-----------------------------------------
4). Çурхи кунта пит илемлĕ
Такăнми шурă пулсан,
Шăпчăк сасси те хурлаклă
Тăвансем инçетре пулсан.
Шăпчăк сасси те хурлаклă
Тăвансем инçетре пулсан.
5). Хăçан çимĕк çитĕ-ши те
Хăçан курăк шăтĕ-ши ?
Тăвансемпелен калаçмашкăн
Хăçан вăхăт çитĕ-ши ?
Тăвансемпелен калаçмашкăн
Хăçан вăхăт çитĕ-ши ?
-----------------------------------------
Ай, хай, улма йывăççи,
Улми çÿлте — татасси.
Улми хăйех татăлать,
Çамрăк ĕмĕр вăтăлать.
Улми хăйех татăлать,
Çамрăк ĕмĕр вăтăлать.
----------------------------------------
----------------------------------------
Ай, хай, улма йывăççи,
Улми çÿлте — татасси.
Улми хăйех татăлать,
Çамрăк ĕмĕр вăтăлать.
Улми хăйех татăлать,
Çамрăк ĕмĕр вăтăлать.
========================