Чăваш халăх юрри (чувашская народная песня).
"Пĕррехинче çурхи лăпкă каç"
(исполняет Иван Христофоров)
Пĕррехинче çурхи лăпкă каç
Пуçтарăнсан анне килĕнче
Пĕр чăпар куккук шăппăн авăтса
Пырса ларчĕ хурăн тăррине
Пĕр чăпар куккук шăппăн авăтса
Пырса ларчĕ хурăн тăррине
Ан хуçăр-ха хурăн туратне
Куккук ăçта ларса авăтĕ
Ан хуçăр-ха анне кăмăлне
Эпир кайсан кампа йăпанĕ
Ан хуçăр-ха анне кăмăлне
Эпир кайсан кампа йăпанĕ
Виççĕллĕн явнă чĕн йĕвенне
Мĕншĕн сÿтĕлмелле тунă-ши?
çиччĕн çуралса пĕр килте ÿссе
Мĕншĕн уйрăлмалла тунă-ши?
çиччĕн çуралса пĕр килте ÿссе
Мĕншĕн уйрăлмалла тунă-ши?
Пĕррехинче çурхи лăпкă каç
Пуçтарăнсан анне килĕнче
Ан йĕр-ха, анне, шăл-ха куççульне
Хурлăхлăн ăсатрĕ вăл пире
Ан йĕр-ха, анне, шăл-ха куççульне
Хурлăхлăн ăсатрĕ вăл пире
Показать еще
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше интересных видео и найти новых друзей.