
Фильтр
03:29
добавлена 26 июня 2025 в 13:00
добавлена 14 июня 2025 в 16:05
- Класс!2
добавлена 3 июня 2025 в 13:21
- Класс!13
добавлена 27 мая 2025 в 11:42
- Класс!12
добавлена 26 мая 2025 в 13:13
- Класс!24
добавлена 25 мая 2025 в 15:24
добавлена 24 мая 2025 в 13:52
- Класс!20
добавлена 23 мая 2025 в 11:35
- Класс!11
добавлена 17 мая 2025 в 14:13
- Класс!19
добавлена 16 мая 2025 в 11:01
Узбек | Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул
Эх, тăванăм, эп пĕрреКайрăм Мускав хулине
Дачă тума йывăçран,
Питĕ çирĕп пураран.
Кĕтсе илчĕ ватă çын,
Пит кĕрнеклĕ çирĕп çын —
Илсе кĕчĕ хваттерне
Çĕр каçма та калаçма.
Сĕтел хушшине ларсан
Кăштах эрехне сыпсан,
Тытăнчĕ аса илме,
Сăмах тума, пӳплеме.
— Вăйлă пулнă çамрăк чух,
Илнĕ парне нумай чух:
Кĕрешӳпе таврара
Маттур пулнă халăхра.
Лашасемпе ăмăртса
Парне илтĕм час-часах.
Сутма тиврĕ çав ута —
Тăчĕç ăна вăрлама.
Вăрçă тухсан нимĕçрен
Тытрăм пулемет алла.
Мина ӳкрĕ ман тавра,
Выртнă тăна çухатса.
Чĕрĕ юлтăм ăнсăртран —
Кур-ха: мина çурăлман!
Хам сипленнĕ вăхăтра
Сĕнчĕç танк çинее ларма.
Хама шаннă танкпала
Эп çунтартăм тăшмана,
Хам та лекрĕм çулăма,
А
- Класс!4
добавлена 16 мая 2025 в 10:58
Салтаксем | Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул
Юптару
Виçĕ салтак, вокзалта,Чун-чĕререн савăнса,
Пĕр-пĕрине палласа,
Ыталанчĕç вăйпала.
Аса илчĕç пулнине,
Салтрĕç сăмах миххине —
Юмахларĕç юптарса,
Хушăран кăштах суйса.
«Служба иртрĕ йывăрпа:
Кашни ирех вăхăтра,
Сар хĕвеле вăратса,
Питне çунă сывлăмпа!
Тытнă вăрăм шалчасем,
Шухăшлăр-ха тăвансем!
Пур енчен те хĕвеле,
Тĕртнĕ эпир çӳлелле!
Вăл каятчĕ васкаса,
Ăшă кулăпа кулса,
Çĕршывăма çутатса
Пирĕн çĕре ăшăтса».
Тепри илчĕ сăмахне:
«Пирĕн вара хĕвеле,
Çӳлтен тытса, аяла,
Çĕр каçмашкăн хумалла!
Вăрăм вĕренсем илсе
Çекĕлсемпе çӳлелле,
Ăшталаннă аялта
Сар хĕвеле çаклатма.
Васкамасăр тӳперен,
Туртнă ăна майĕпен.
Каçпа кунта çĕр выртма,
Çĕнĕ вăйсене пух
- Класс!5
добавлена 15 мая 2025 в 21:54
Иртни-кайни | Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул
Вăрçă хыççăнхи çулсем —Алсăр-урасăр çынсем,
Выçлăхран çăлăннисем,
Вилĕме çĕнтернисем.
Пулнă пĕр алли кăна:
Вăл ĕçленĕ пуртăпа —
Алсăр Иван тесенех,
Пурте пĕлнĕ çийĕнчех.
Теприн аманчăк ури,
Пуçĕпе хăй пит ăсли —
Пӳртне тунă тăрăшса,
Халăхпа пĕрле тăрса.
Ачисене шутласан,
Çиччĕрен ытла вĕсем!
Пӳрчĕ пысăк та пулман,
Хĕсĕк тесе каламан?
Ăнсăртран инкек пулсан,
Ашшĕ-амăшсĕр юлсан,
Тăлăха юлман ача —
Илнĕ усрама ăна.
Çăкăр панă виçепе:
Халăх тăнă черетпе,
Йыш-мĕнне пăхса тăман,
Иккĕрен мала паман.
Е шăлавар, е кĕпе,
Пусма кирлĕ çĕлеме,
Тăвай райпо лавккинче,
Панă килопа виçе.
Мĕншĕн тетĕр килопа?
Пулман тавар метрпа!
Пĕчĕк пулнă касăксем,
«Лоскут» ятпа с
- Класс!2
добавлена 15 мая 2025 в 13:50
Шурă алшăлли | Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул
Чупать, чупать автобусÇулĕ тата пит тикĕс,
Икĕ çынни çывăхри
Калаçаççĕ чарăнми.
— Итле тусăм, тĕлĕнсе
Кăштах эс лар итлесе:
Кунта палăк курăнать
Малалла пăхса тăрать.
Салтак тăрать вăрçăри,
Хаяр вăрçăра пулни,
Палăкĕ те пит хитри
Бронзăпала сăрлани.
Кашни çулах çимĕк кун
Çакă салтак аллинче
Шурă-шурă алшăлли
Хумханать çилĕ çинче.
Кам-ши çакать парнене?
Мĕнле ухнă ун çине?
Ăна никам та курман,
Паян кунччен пĕлеймен.
Вăхăт çитсен çамрăка,
Хыпар çитсен салтака,
Тăман ĕçсене пăхса
Вăрçа кайнă васкаса.
Яш-кĕрĕмсем çӳренĕ
Килтен-киле çӳренĕ,
Хут купăсне каласа
Салтак юррине тăсса.
Шурă-шурă алшăлли
Парне пулнă ĕмĕрхи —
Çыннине сума суса
Янă ун çине уртс
- Класс!10
добавлена 15 мая 2025 в 12:20
Лачкассинчи Андрей Николаев поэта асăнса | Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул
Хаклă-хаклă тăвансем,Çывăх, туслă ял-йышсем,
Вăйлă çын пире пуçтарчĕ,
Хăй çинчен уççăн пĕлтерчĕ.
Итлĕр унăн сăмахне:
Вăйлă, уçă туйăмне,
Çутă, ăшă кăмăлне,
Сăввăн анлă юхăмне.
Туйнă пурнăç илемне,
Ун хăватлă пулăмне —
Мĕн çинчен кăна çырман,
Анчах унпа мухтанман.
Тĕлĕнмелле сăввисем —
Чуна пырса тивнисем,
Çепĕç уçă туйăмсем,
Юратупа тулнисем.
Савнă çутă хĕвеле,
Унăн вăйне, илемне —
Юратнăран пурнăçа,
Хунă хут çине çырса.
Çирĕп, хуçăлман çынсем,
Тасалăхпа хитрисем,
Чĕрĕлеççĕ ун çинче,
Сăвăсен йĕркисенче.
Ăслă, ĕçчен ял-йышне,
Унăн йăли-йĕркине,
Панă уççăн çутатса,
Чунĕпеле юратса.
— Халăх сăмаххипеле
Турă пуплет тенешкел,
- Класс!3
добавлена 14 мая 2025 в 18:47
Эпĕ чĕрĕ, Хĕреççи! | Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул
Дмитриев Анатолий Иванович юлташăм юнашарти Микула пичче çинчен каласа панине аса илсе.
Аса илеп фронтринеНимĕç хытă хĕснине —
Тăкрĕç, тăкрĕç бомбасем,
Çĕр çурăлчĕ, пулчĕ сĕм...
Çĕр айĕнчен санитар,
Ун çинчен сăмах калар:
Чавнă, чавнă тăприне,
Сирнĕ, сирнĕ сив тăмне.
Туртса илнĕ тамăкран,
Çăлса илнĕ вилĕмрен,
Тăна кĕрсен вăхăтран
Илсе тухнă уйĕнчен.
Хăлхасем йăлтах аманнă,
Контузипе хупланнă,
Чĕркуççийĕ ыратать,
Çĕрĕпеле сăрлатать...
Илсе кайрĕç сывалма
Вăй илмешкĕн салтака.
Вагон çине тиесе
Свердловски хули енне.
Уйăх ытла вăл енче,
Вăя пухрăм инçетре.
Халĕ куçап фронталла
Çитсе пырап Канаша.
Ирĕк пачĕç ик куна
Çула май килте пулма.
Поезд çит
- Класс!3
добавлена 14 мая 2025 в 13:31
Хыпарсăр çухалнă | Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул
Ăçта çухалтăн кил хуçи?Ăçта–ши пĕтрĕн? мĕн тери…
Килмерĕç пĕртте хыпарсем,
Виçĕ кĕтеслĕ çырусем.
Кашни кун куççӳлĕпе
Пăхаттăм почтальон енне —
Анчах пулмарĕç хыпарсем,
Чуна лăшах пусарнисем.
Вăрçă та иртрĕ кĕрлесе
Нумай çынсене пĕтерсе.
Калла таврăнчĕç чăлахсем,
Сахалăн юлчĕç сыввисем.
Нумай килчĕç «хура» хутсем,
Пĕтрĕç, типрĕç куççӳлĕсем…
Çуртасем çунчĕç тĕрлисем,
Илтĕнчĕç тĕрлĕрен ятсем.
Анчах «çухалнă» тенĕрен
Пĕр çăмăллăх киле лекмен:
Пулмарĕç ăшă сăмахсем
Чуна çăмăллăх панисем.
Ывăл çитĕнсе çитиччен
Килте хуçа пек пуличчен,
Сĕтелĕн хушшине ларсан
Çак вырăна никам ларман.
Эс пултăн хисепре ялан:
Сана нихăçан манман —
Тур кĕтесси çине пăхса,
- Класс!4
загрузка
Показать ещёНапишите, что Вы ищете, и мы постараемся это найти!